23 июля 2014 г.
Юлашки çулсенче тарăн çырма таврашĕнче хывнă трасса çинче велосипедпа тĕрлĕ чăрмавсене çĕнтерсе хăвăрт чупассипе йĕркелекен ăмăртусем вăй илсех пыраççĕ. Ку тĕлĕш-пе Юхмапа Пăла тăрăхне пирĕн ентешĕмĕр, Нăрваш Шăхаль пики, районăн хисеплĕ гражданинĕ Ирина Калентьева тата ытларах "çутта" кăларчĕ темелле. Халĕ маунтинбайк енĕпе икĕ хутчен Тĕнче чемпионкин, Пекинри çуллахи Олимп вăййисен бронза призерĕн, Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн ячĕпе йĕркеленĕ парнене çĕнсе илес тĕлĕшпе вăл çуралнă тăван ялĕнче пысăк ăмăрту йĕркелесси йăлана та кĕрсе пырать темелле. Хальхинче те велосипедистсен Раççей шайĕнчи тупăшăвне ик çĕре яхăн спортсмен хутшăннă. Велосипед спортне аталантарас тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартакан çамрăксене çивĕч тупăшура пысăк çĕнтерỹ тума ырă сунса вăхăтлăха район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Мансур Калмыков, Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕн çумĕ Н. Михайлова саламланă. Ăмăртура мала тухнисем хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Сăмах май каласан, çак кунсенче "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче иртнĕ çĕр-шыв чемпионатĕнче 22 регионти ик çĕре яхăн велосипедист вăй виçнĕ. Хĕрарăмсен элита ушкăнĕнче кросс-кантри епĕпе (30,6 километрлă дистанци) вун тăхăр спортсменка старта тухнă. Кĕтнĕ пекех пирĕн Ирина Калентьева тỹрех чăн мала ыткăннă. Вун пилĕк çултах республикăри ăмăртусенче çĕнтерме пуçланă мухтавлă ентеше йывăр трасса çинче нимĕн те чăрмантарман. Çырма-çатра, чăнкă сăртсем урлă хывнă дистанцие 1 сехет те 37 минут та 43 çеккунтра вĕçлесе Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ И. Калентьева 11-мĕш хут ылтăн медале тивĕçнĕ, çĕр-шыв чемпионки ятне çĕнсе илнĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)