02 июля 2014 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх предприятийĕн территорийĕнче вырма ĕçĕ-сене хатĕрленесси тата кĕске вăхăтра ирттерсе ярасси пирки канашлу пулчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ М. Калмыков, райадминистрацин тĕп специалисчĕ А. Майрушкин, "Россельхозцентрăн" районти уйрăмĕн начальникĕ О. Глухов, Гостехнадзорăн районти аслă инспекторĕ И. Васильев, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци врачĕ Р. Азизов, ял хуçалăх ертỹçисемпе тĕп специалистсем хутшăнчĕç.
Вырма пуçланас вăхăт шутлă çеç тăрса юлчĕ. Тепĕр 15-20 кунтан кĕрхи культурăсен анисем çинче комбайнсем мăнаçлăн çỹрĕç. Çĕнĕ тырă кĕлете кĕрĕ. Унччен вара яваплă тапхăра çине тăрсах хатĕрленмелле. Шăпах çакăн пирки сăмах пуçарчĕç те ĕнтĕ канашлура.
Кăçал районĕпе пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18760 гектар пуçтарса кĕртмелле. Ĕççине 82 уй-хир "карапĕ" хутшăнмалла, пĕлтĕр 56-шĕ хире тухнă. Техникăна халех юсаса хатĕррисен ретне лартмалла. Юрăхсăррисене, киввисене регистрацинчен кăлармалла. Июлĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа 15-мĕшĕччен ятарлă комисси кашни хуçалăха çитсе комбайнсене тĕрĕслет. Çавăн пекех çĕнĕ тухăçчен кĕлетсене тасатасси пирки те манмалла мар. Районта ку енĕпе "Россельхозцентрăн" тата выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцин ятарлă бригади ĕçлет. "Труд" хуçалăхра ĕçе пуçăннă _ хуралтăсене шуратса дезинфекциленĕ, территоринчи çум курăксене çулнă, сортировкăсене юсаса хунă. Кăçал киввисене çĕнетес тĕллевпе тата 2 туяннă. Мероприятие килнисем кĕлетсене те кĕрсе курчĕç.
Вырма ăнăçлăхĕ хамăр алăра.Вăл йĕркеллĕ иртсе кайтăр тесен ĕç сыхлавĕн хăрушсăрлăхне пăхăнмалла. Комбайнсем çинче çулăм сỹнтерекен хатĕр, кĕреçе, витре кирлĕ. Ана хĕрринче хăйăр куписем пулмалла. Йĕтем территоринче те вут алхасасран сортировкăн электропралукĕсене сăнасах тăмалла. Çулăма сỹнтерме çывăхра шыв пичкисене вырнаçтармалла.
Категорисĕр механизаторсене руль умне лартма юрамасть. Анчах яланхиллех кадр ыйтăвĕ хумхантарать. Пиçсе çитнĕ пучаха пуçтармасăр хăварас килменнипе ирĕксĕрех уй-хир "карапĕпе" çỹреме пĕлменсенех штурвал тытма шанаççĕ.
_ Вăй хуракансене ĕçлеме услови туса памалла тата хавхалантармалла. Çавăн пекех комбайнсене вырма пĕтмесĕр районтан кăларса яма юрамасть. Хуçалăх ертỹ-çисен техника пирки паянах пĕр-пĕринпе калаçса татăлмалла, _ терĕ М. Калмыков.
Канашлăва хутшăнакансем çĕр улми тата кĕрхисен уйĕсенче пулчĕç. Çанталăк каçсерен сивĕрех тăнăран "иккĕмĕш çăкăра" фитофтора чирĕ ернĕ. Помидорсем çинче те пур иккен. Тырă çинче вара пучаха сиенлекен хурт-кăпшанкă ĕрчеме пикеннĕ. Çак амаксем ан сарăлччăр тесен çывăх кунсенчех тивĕçлĕ йышăнусем тумаллине, кĕлет тулли пултăр тесен хими препарачĕсемпе усă курмаллине палăртрĕ "Россельхозцентрăн" районти уйрăм начальникĕ О. Глухов.
Пулăхлă çĕртен кăна тухăç кĕтме пулать. Юлашки çулсенче хирсене тислĕк тăкасси пирки сахалтарах тимлĕх уйăрни сисĕнетчĕ. Кăçал выльăх-чĕрлĕх каяшне районĕпе 14600 тонна кăларнă. Уйрăмах "Батыревский" (8000 тонна), "Исток" (3500), "Звезда" (2000), "Красное знамя" (1000 тонна ытла) лайăх ĕçлеççĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)