28 июня 2014 г.
Пурнё= илем. _ ик ч.ре п.рле тапнине итлеме пултарни? Нёрваш Шёхал.нчи Мария Павловнапа Владимир Александрович Митрофановсем ваттисен пиллĕхĕпе çемье чăмăртани паян аллă çул çитнĕ. Çулне кура мар вашават та тарават мăшăр халĕ те малтанхи туйăмпах пурăнать. Çемьере паян çеç мар, ĕмĕр тăршшĕпех тăнăçлăх та килĕшỹ, ăнланулăхпа юрату хуçаланни те куç умĕнче.
_ Ку таранччен телейлĕ пулнишĕн Турра тав тăватпăр. Ачасем çеç мар, вĕсен ачисем те хамăр çулпа кайччăрах,_ шăкăл-шăкăл калаçса лараççĕ Маня аппапа Володя тете. Сакăр вунă çула капашакан карчăкпа старикĕн çамрăклăхĕ шурă кулач çеç çисе иртмен. Кил хуçин ашшĕ вăрçăран таврăнайман. Çурма тăлăхсене çамрăклах ури çине ĕне пуснă. Амăшĕ вĕсене Гена шăллĕпе иккĕшне çан-çурăм хытса çитичченех ĕçе явăçтарнă: пĕрле ака-суха тунă, тырă вырнă, вăкăр кỹлсе хуçалăх ĕçĕсене хутшăннă. Салтака кайма ят тухичченех хуçалăхра аслисемпе тан кăштăртатнă вăл.
1955 çулта Володьăна ваттисен йăли-йĕркипех килтен пуç çапса кăларса, пил парса çара ăсатнă. Приморски крайран пуçласа Китай чиккинех çитнĕ çамрăк виçĕ çул хушшинче. Авиамеханик специальноçне алла илнĕ салтак Белоруçре службăна малалла тăснă, Днестр юхан-шывĕ хĕрринче чылай вăхăт хушши палаткăсенче те пурăннă. "Салтак пурнăçĕ мана чылай ыррине вĕрентрĕ, пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илме пулăшрĕ", _ мăнаçланать паян ветеран.
Çар тумне хывсан каччă Канашри механизаторсене хатĕрлекен шкула каять. Пĕр çулталăк вĕренсе алла документ илнĕ хыççăн çамрăк специалиста хăйсен пĕлĕвне çирĕплетме Казахстана икĕ çуллăха ĕçлеме яраççĕ. Пĕчĕк те тăкăс будкăсенче çеç пурăннă пулин те çак тапхăра та вăл начарпа аса илмест. Вĕçсĕр-хĕрсĕр хирте тракторпа кĕрлеттерсе çỹреме паян та хирĕç мар ватă. "Хама-хам çеç шанмастăп. Çулсем хăйĕннех тăваççĕ. Алăсем пуçăма итлемесрен шикленетĕп", _ сăпайлăн хушать вăл.
Шăпа вара В. Митрофанова кайран та хурçă "утран" уйăрман. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех "Труд" колхозра водительте ĕçленĕ. Хăйĕн тивĕçне яланах таса чун-чĕререн пурнăçланине кура ăна "Тава тивĕçлĕ хуçалăх ĕçченĕ" ят та панă. Унăн ытти хисеплĕ хутсем те пайтах.
Чылай чухне çемьере арçын мĕнле пуласси хĕрарăмран килет. Ку тĕлĕшпе Мария Павловна пур енĕпе те кăтартуллă: ĕçчен, тирпейлĕ, сăпайлă... Ĕмĕрĕпе строительствăра тăрăшнă ылтăн алли çĕвĕ-тĕрĕ тума та, ачисене тутлă апат пĕçерсе çитерме те, кил-тĕрешне тип-тирпейлĕ тытса тăма та, выльăх-чĕрлĕхне пăхма та пултарнă. Саккăрмĕш теçеткере пыракан кинемей паян та çĕвĕ машини умне ларса хăй валли çеç мар, мăнукĕсем валли те кĕпе-йĕм çĕлет. Йĕп çăрхине те куçлăхсăрах çиппе тирет. Хаçат-журнала та унсăрах вулать.
Аллă çул алла-аллăн тытăнса утаççĕ Митрофановсем. Ырă çимĕçĕсем _ юратнă ачисем, мăнукĕсем. Виçĕ ывăл çитĕнтернĕ вĕсем: Геннадий, Валерий, Илья. Пурте аслă пĕлỹллĕ, çемьеллĕ, ваттисене сума суса, хисеплесе пурăнаççĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)