11 июня 2014 г.
Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи библиотека патне çывхарнăçемĕн çепĕç кĕвĕ сасси илтĕне пуçларĕ. "Ĕмĕр сакки сарлака, асăрханса утмалла..." _ шăрантараççĕ аслăрах çулхи çынсем. Тăрăхла вырнаçтарнă икĕ сĕтел тавра ларса черетлĕ репетици ирттереççĕ иккен. Сассисем пурин те уçă, янăравлă. Пĕр юррине вĕçленĕ хыççăн теприн çине куçаççĕ.
Пỹлĕмре хăтлă. Чỹречерен хĕвел пайăркисем кĕрсе ташлаççĕ Çавах ун ырлăхĕнче саркалансах лараймаççĕ çав асаннесемпе кукамайсем: çĕр пиçнĕ, пахчара ĕç нумай. Килĕсене васкамалла. Анчах кăнтăр апачĕ хыççăн каллех шав вулавăшра. Вĕт ура кассисем шкултан таврăннă чухне чарăнаççĕ. Садик ачисем те кĕрсе тухаççĕ. 5 класри М. Осипова, Д. Филиппова, Н. Николаева, М. Селиванова урокĕсене тума библиотекăна килме ỹркенмеççĕ. Тĕрлĕ реферат, сочинени çырнă чухне интернет, кирлĕ литература ал айĕнче кунта. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулăн аслăрах класĕсене çỹрекен А. Потапов, К. Васильева, И. Филиппов та _ библиотекăн çывăх тусĕсем.
_ 351 вулакан çырăннă вулавăша. Алла кĕнеке тытас текенсем _ ытларах аслăрах çулхисем. Пĕр-пĕр çĕнĕ литература килнине пĕлсен хыпăнсах ỹкеççĕ. Кĕнеке вара алăран-алла каять. Çурта кĕрсен, хунямăшĕ те, кинĕ те, ачи те вулать. Вулакансене библиотекăна çỹреме тĕрлĕ меслет тупма тăрăшатпăр. Ял тăрăхĕн администрацийĕ пире районта тухса тăркан "Авангард" тата "Çамрăксен хаçатне" çырăнса илме ирĕк парать. Вĕсене эпир килте те илсе тăратпăр. Кунта илсе килсе подшивка туса пыратпăр. "Тăван Атăл" журнала ыйтакансем йышлă, _ хăйсен ĕçĕпе тĕплĕнрех паллаштарать çурт хуçи Галина Гавриловна Айкина.
Журнал та аслăрах çулхисене илĕртет. Пурнăç çинчен çырнă повеçсемпе романсем сахал мар пичетленеççĕ унта. Алă ăстисем валли тĕрлемелли, çыхмалли ỹкеркĕçсем тухаççĕ. Хальхи вăхăтра ку енĕпе те "чире" кайнă вĕт хĕрарăмсем. 70-тен иртнĕ О. Михайлова, 84ри А. Алексеева, туслă кĕнекесемпе. М. Мукаева Николай Николаевич мăшăрне, сусăрскере, саспа вуласа пама тăрăшать.
Пĕри вулама юратать, тепри итлеме, виççĕмĕшĕ _ алă ĕç туни çинчен каласа панине ăша хывма. Лавккана тухсан та кĕрет çавăнпа ял халăхĕ библиотекăна. Малашлăхра мĕнле мероприяти ирттересси вĕсен калаçăвне итлесе ларсан та çуралать. Асанне арчинчи япаласен кĕтессине миçе хутчен йĕркелемен-ши библиотекăра! Унти экспонатсене кайран хăшне-пĕрне килен-каяна парса янă. Ыйтнине хирĕçлеймест çав Г. Айкина. Амăшĕпе пĕр тăван аппăшĕн (Л. Захарован), хунямăшĕн, А. Коротковăн хутăркăчĕ, пички, пир станĕ таранчченех библиотекăна куçнăччĕ. Сысна ферминче чылай çул заведующинче ĕçленĕ А. Капитонова та сахал мар пулăшнăччĕ. Вăл тăрăшнипех общежитинче кĕтес йĕркеленĕччĕ. Хăш-пĕр экспонатсем шкулта пĕр кĕтес тупнă. Вĕсене Н. Павлова учительница тирпейлесе тăрать, урокра усă курать.
_ Хăвăн ĕçне юратмасассăн çакнашкал туса пыма çук. Аслă шкулта ял хуçалăх специалисчĕ пулма вĕреннĕ эпĕ. Каярахпа культурăпа çутĕç училищин дипломне илме тỹр килчĕ. Ĕçе кỹлĕннĕ вăхăтра Н. Козлов районти культура пайĕн ертỹçи, Е. Юлдашева тĕп библиотека директорĕччĕ. Çирĕп ыйтаканскерсемччĕ. Ĕçе тĕплĕн туса пыма çавсемех хăнăхтарнă мана, çакăншăн савăнатăп та,_ тет библиотекарь.
Малалла хăйсем мĕнле выставка тунипе, юбилярсене чысласа буклетсем кăларнипе, педагогика коллективĕсен альбомĕсене хатĕрленипе, вулавсене хутшăннипе, культура, спорт темисемпе журналсем тунипе, салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусен пуххине упранипе паллаштарать.
"Пĕччен суран _ типсе пырать, ушкăн сурать _ кỹлĕ пулать", теççĕ. Вулавăш тусĕсем çителĕклĕ. Вĕсемпе тĕрлĕ ĕç тума пулать. Акă, паян репетицине килнĕ Т. Аксакова, Л. Ильина, А. Раськина, Р. Капитонова, А. Шлаева тата ыттисем те _ эрнере 3 кун библиотекăра. "2012 çулхи чи лайăх кĕнеке" конкурса та хутшăнчĕç вулакансем, Улькка Эльменĕн "Упраймарăм сана" произведенине вуласа тухса ушкăнпа сỹтсе яврĕç.
_ Кашни ĕçĕн хăйĕн кăткăслăхĕ пур. Вĕсене профессионалсем ăнăçлă тытса пыраççех. Чылай çул фермăра сысна пăхнă çĕрте ĕçлерĕм. Ун чухне те Галина Гавриловна тăтăшах пирĕн пата çỹретчĕ. Халĕ те ỹркенмест. Пĕринче техника паркĕнче вăл, тепринче _ фермăра. Медпункта килнĕ çынсем те кĕрсе тухаççĕ вулавăша. Пире те "Вăрман ен" ансамбле явăçтарчĕ. Çỹреме кăмăллă, _ тет А. Шлаева вулакан.
Сцена çинчи ăсталăхĕ хĕрне ашшĕ-амăшĕнченех куçнă пулас: Гаврил Петрович купăспа ăста каланă, ура хуçса ташлама маçтăр пулнă. Спектакльсенче те сăнарсене уççăн кăларнă. Шел, хĕрне çулталăк та çичĕ уйăхрах тăлăха хăварнă.
Айкинсен ăрăва тăсакансем вара пиллĕкĕн. Шкулсенчен медальсемпе, аслă вĕренỹ заведенийĕсенчен хĕрлĕ дипломсемпе вĕренсе тухнă, кукашшĕпе кукамăшне, аслашшĕпе асламăшне 8 мăнук парнеленĕ.
Улмисем йывăççинчен аякка ỹкмен _ пурте кĕнекепе туслă. Юрлас-ташлас ăсталăхĕсем пур. Вăл вара каллех ăруран ăрăва куçать.
Культура çулталăкĕнче палăртнă ытти ĕçĕсем те, ĕмĕчĕсем те нумай Галина Гавриловнан. Вĕсене вăл ял халăхĕ пулăшнипе пурнăçлатех.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)