11 июня 2014 г.
ÇАК кунсенче Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи спортсменсем Кукеçре иртнĕ ял вăййисен республикăри ăмăртă-вĕнче район чысне хỹтĕленĕ. Тĕрлĕ енлĕ тупăшăва хутшăннă вĕсем. Чылайăшĕнпе вара вăйлă командăсене те маххă паман. Сăмахран, Алексейпе Дмитрий Лавреньев пĕр тăвансем "Кĕрешỹ" номинацире хăйсен виçисемпе чемпионсем пулса таврăннă. Шăхальсем вырăс лаптипе те хăйсен ăсталăхĕпе ыттисене тĕлĕнтернĕ. Ку тĕлĕшпе вăйлисен ушкăнĕнче шутланакан Шупашкар районĕн спортсменĕсемпе финала тухнă. Спортсменсем çĕнтерỹпех таврăнайман пулин те, командăра çирĕп вăй шутланнă Лавреньевсене, А. Павлова, Д. Никандрова, Ю. Николаева, А. Еразумова, В. Мулендеева палăртсах хăвармалла.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)