Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сезон уçăлчĕ

23 января 2013 г.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче виççĕмĕш çул ĕнтĕ спорт сезонне çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче юр çинче футболла вылянипе пуçлаççĕ. Вăййа юратакансем палăртнă вăхăтра кÿлĕ патне (8 команда) пуçтарăнчĕç. Унта хĕлле питĕ меллĕ. Ятарласа вырăн тунă тейĕн. Ăмăртăва йĕркелесе парнесемпе тивĕçтерессине Мулендеевсем хăйсем çине илнĕ. “Соловей” тата “Сокол” фермер хуçалăхĕсем ăнăçлă ĕçлесе пурăнаççĕ. Вăййа пуçарса яраканĕсем те çавсемех. Вĕсем-сĕр пуçне йăха тăсса пыракансем те хутшăнаççĕ.

Ăмăрту парадĕнче спортсменсене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Айкин саламларĕ. Командăсене икĕ ушкăна пайларĕç. Пĕрремĕшĕнче “Школьники”, “Шăпчăк”, “Оборжа”, “Молодцыгин урамĕ”, иккĕмĕшĕнче “Стоматолог”, “Пулевей”, “Норваши, “Студент” командăсем пулчĕç. Ăмăртăва иртнĕ çулхи çĕнтерÿçĕсем – “Школьники”, “Молодцыгин урамĕ” командăсем пуçларĕç. Шкул ачисем 3:0 шутпа çĕнтерчĕç. Шăл сиплевçисем те “Пулевей” командăна çăмăллăнах парăнтарчĕç. Ыттисенчен те выляса илсе финала кĕчĕç. Тепĕр ушкăнра “Шăпчăк” команда çĕнтерчĕ. Çурма финалта виççĕмĕш вырăншăн “Норваши” командăпа “Оборжа” тупăшрĕç. Вăйă “Оборжа” виççĕмĕш вырăн çĕнсе илнипе вĕçленчĕ. Хĕл Мучипе Мулендеевсен ячĕллĕ куçса çÿрекен кубокĕшĕн вара “Шăпчăкпа” “Стоматолог” площадкăна тухрĕç. Икĕ команди те пĕр-пĕрин хапхине пĕр мечĕк те тапса кĕртеймерĕç. Судьясен коллегийĕ ăмăрту йĕрки тăрăх çĕнтерÿçĕне пенальти таптарса палăртрĕ. Çак тĕлĕнмелле çивĕч тупăшура “Шăпчăк” команда вăййа 3:2 шутпа вĕçлесе куçса çÿрекен кубока тивĕçрĕ. “Стоматолог” команда иккĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. “Чи лайăх вылякан” ята Г. Егоров, “Чи лайăх хÿтĕлевçĕ” – А. Григорьев, “Чи лайăх вратарь” – В. Мулендеев, “Чи лайăх бомбардир” – В. Иванов, “Чи çамрăк вылякан” – В. Пагунов тивĕçрĕç. Мала тухнă, призлă вырăнсене йышăннă командăсене, номинацисемпе çĕнтернĕ футболистсене ятарлă дипломсемпе асăнмалăх парнесем парса чысларĕç. Тĕп парне вара 60 килограма яхăн таякан така пулчĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика