Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçрен ỹркенмен, йывăрлăхран пăрăнман

04 июня 2014 г.

 Чĕлхе тĕнчене илсе тухать теççĕ. Çавăнпа та ăна тăрăшсах алла илмелле. Ахальтен мар ĕнтĕ шкулсенче кĕçĕн классенчех акăлчан урокĕсем пулаççĕ. Ỹлĕмрен ют чĕлхепе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне памалла пуласси çинчен те сăмахлаççĕ. Халĕ чылайăшĕ туристла çул çỹреве тĕрлĕ çĕр-шыва тухса çỹрет. Чĕлхене пĕлни аван-çке. Унта юлса ĕçе вырнаçакансем те сахал мар. Тĕслĕхе Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи С. Кузьминанах илер. Светлана ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн педагогика колледжĕнче пĕлỹ пухнă. Унтан юлташ хĕрĕпе Турцине кайнă, ĕçе вырнаçнă. Аслă пĕлỹне Раççейрех илет пулин те çавăнта юлса çемье çавăрать.

Йĕкĕреш ачасем çитĕнтерчĕ Галина Павловна. Çамрăк чухне ĕмĕчĕпе хăй те çунатлăччĕ. Алла аттестат илсен Шупашкара кайса ĕçе вырнаçнăччĕ. 6 çул çăкăр пĕçерекен комбинатра ĕçлерĕ. Ашшĕ вилни вара хуçсах хăварчĕ. Шăпа пỹрни ăна каялла Вăрманхĕрри Шăхальнех çавăрса çитерчĕ.

_ Аннỹне йывăр пулать, таврăн каялла. Икĕ сусăр шăллуна вăл пĕччен пăхаймастех, _ тархасларĕç ăна тăванĕсем.

_ Çав хĕл сивĕ пулчĕ, _ аса илет Г. Кузьмина.

_ Вăрмантан 7 трактор вутă кăлартăмăр. Пỹрт хутма та кирлĕ. Сутса çăкăр илмелĕх укçа та тумалла. Хĕр пуçăн пурнăçа çапла йĕркелесе пыма çăмăл мар.

Вара Галина Павловна фермăна ĕçе вырнаçать. Çамрăк чухне юн вĕрет _ клубра ирттерекен мероприятисенчен те пăрăнмасть, ферма хĕрĕсен конкурсĕсене хутшăнать. Пĕр хутчен çеç мар çĕнтерỹçĕ пулать. Унăн пултарулăхне асăрхаççех. Вара ăна клуб заведующине лартаççĕ. 24 çул ĕçлет Галина Павловна çакăнта. Ял тăрăхĕсенче библиотека тивĕçтерĕвĕпе культурăпа кану центрĕсем туса хурсан вулавăша техничкăна вырнаçать. Унчченхи хăнăхăвне халĕ те пăрахмасть. Мĕнле концерт лартмалла _ кăмăлтан хутшăнать. Ял уявĕсенче, акатуйсенче илтĕнет ун сасси.

_ Апрушнайне ятарласа кĕпепе саппун çĕлеттерме кайса патăм. Часах районти ĕçпе юрă уявĕ çитет-çке, _ тет вăл пирĕнпе калаçнă май кăмăллăн.

Чунĕ юрланăран ĕç хуçаймарĕ Галина Павловнана. Светланăпа Павел йĕкĕрешсене амăшĕ пулăшнипе тĕрĕс-тĕкел пăхса çитĕнтерчĕ вăл. Унсăр пуçне тĕреклĕ хуçалăх çавăрчĕ. Пỹрт-çуртне çĕнетесси мĕне тăрать! Хăшне-пĕрне укçалла тытса ĕçлеттерчĕ, ытларахăшне _ нимелле. Ял тăрăхĕн администрацийĕ хушнă ĕçсенчен те пăрăнмасть. Хуçалăх кĕнекипе сахал çỹреме тивет-им Вăрманхĕрри Шăхаль урамĕсем тăрăх. Тирпей-илемĕ те вĕсем çинчех.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика