28 мая 2014 г.
Майăн 23-мĕшĕнче шкулсенче чуна хумхатса, выпускниксене ырă малашлăх сунса юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вăл районти 11 класри _ 318 тата 9-мĕшри 485 вĕренекеншĕн пулчĕ. Уяв ячĕпе шкул пĕтерекенсене район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов саламланă, пурне те экзаменсене ăнăçлă тытма, палăртнă тĕллевсене пурнăçлама телей суннă.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта ачасем фойере пуçтарăннă та пикенсех илемлĕ фильм пăхаççĕ. Партта хушшинче юлашки кунсем ларакансен пурнăçне сăнланă кадрсене ыттисем те кăсăклансах тинкереççĕ. 9 сехет çитеспе вара савăнăçлă мероприяти пуçланасса систерчĕç. Ачасем аслă тусĕсене кĕтсе илме васкасах линейкăна тăчĕç.
Уява В. Платонова директор уçрĕ. Унтан 11 класра вĕренекен 12 арçын ачапа хĕр ача Т. Митрофанова класс ертỹçипе пĕрле халăх умне утса тухрĕç. Вĕсем хăйсене савăнăçлă кăтартасшăн пулсан та кашнин куçĕнче хумхану палăрать. Ачаран такăрлатнă сукмакран уйрăлма йывăртарах çав. Валентина Фадеевна пурне те ырă кун-çул, телейлĕ пурнăç, патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытма ырă сунчĕ.Район администрацийĕ ячĕпе "Паттăр" ФСК директорĕн çумĕ А. Афанасьев саламларĕ. Çавăн пекех вĕренекенсене пĕрремĕш учителĕсем _ Л. Айкинапа Г. Ильина _ ăшă сăмахсем каларĕç.
Шкулпа "Труд" ял хуçалăх предприятийĕ, ял тăрăх администрацийĕ тачă çыхăну тытаççĕ. Вĕсем те пушă алăпа килмен иккен. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вĕренỹре "5" паллăсемпе кăна ĕлкĕрсе пыракан 11 класри 2 вĕренекене _ хуçалăх, 2 спортсмена ял тăрăхĕ асăнмалăх парнесем тата Хисеп грамотисем параççĕ. Кăçал çак чыса З. Шалтыновапа А. Чебуков тата М. Давыдовапа В. Афанасьев тивĕçнĕ. Вĕсене хавхалантарма кооператива чылай çул ертсе пыракан Н. Михайлов ертỹçĕ тата администраци пуçлăхĕ Н. Айкин килнĕ.
Выпускниксене 1 класра ăс пухакансем саламланă хыççăн 10-мĕшсем шăнкăравсем çакса ячĕç. Аслисем вара пурне те тав туса çепĕç юрă юрларĕç, вальс çаврăнчĕç, хăйсен ачалăхĕпе сыв пуллашса хăмпăсем вĕçтерчĕç.
Пуриншĕн те хумхануллă самант çитрĕ. Шăнкăрава "Чи лайăх вĕренекен" тата "Чи лайăх спортсмен" ята илнисемех пачĕç. Вăл 9 класри 26 ачашăн та янăрарĕ.
Мероприятинче олимпиадăсенче, конкурссенче мала тухнă вĕренекенсене тата педагогсене Хисеп грамотисемпе хавхалантарчĕç.
Сăмах май, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 182 ача ăс пухать. Кăçал пĕрремĕшне 26-ăн килмелле.
Уяв вĕçленнĕ хыççăн та пĕлỹ çурчĕ пушанмарĕ. Ачасем И. Ильин спортсмен ячĕпе иртекен велосипед ăмăртăвĕнче хăйсен вăйĕсене виçрĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)