24 мая 2014 г.
Çамрăк ăрăва физкультурăпа спорта явăçтарас, яш-кĕрĕмĕн хул-çурăмне тăреклетес, пултарулăхĕпе ăсталăхне ỹстерес, сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас пирки сăмах пуçласан, пирĕн тăрăхра чылайăшĕн куçĕ умне чăн малтанах Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă Анатолий Инжа тата халĕ те Нăрваш Шăхалĕнчи пĕлỹ çуртĕнче вăй хуракан Василий Бородкин шурсухал учитель-тренерсен сăнарĕ тухать. Вĕсен темле чаплă сумсем те, хисеп паллисем те пур. Ячĕсене те район энциклопедине кĕртнĕ, çитĕнĕвĕсене мухтанă. Анчах пирĕн районăн спорт Хисеп хăми тулли мар-ха. Унта кĕме тивĕçлĕ хастарсем тата та пур. Вĕсенчен пĕри _ районти вĕрентỹ пайĕн тытăмĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче вун виçĕ çул директорта вăй хунă Валерий Георгиевич Платонов. Вăл теприсем пек актив пухăвĕсенче вĕриленсе сăмахланине те, пĕр-пĕр паллă ăмăртăва кайса çитĕнỹпе таврăннă хыççăн район ертỹçисем патне мухтанма кайнине те, медаль тытса редакцине чупса сăнне çапса кăларма килнине те ас тумастăп. Сăпайлă, ытлашшипех сăпайлă çав хăшĕ-пĕри... Тепĕр çерçи пĕлтĕрхи катăк тулă пĕрчине тупсан та савăннипе пĕлĕте çĕкленет.
Нăрваш Шăхаль ялĕнче 1962 çулта çуралнă Валерин тĕслĕх илме спортпа туслă пиччĕшсемпе аппăшсем пулман пулин те (тĕрĕссипе, пĕр амăшĕпе кăна çитĕннĕ) ачаранах, çав Василий Бородкин вĕрентекен хавхалантарнипех, физкультура урокĕсене юратса ỹснĕ. Хăй аса илнĕ тăрăх, тăваттăмĕшĕнченех ăмăртусене (малтан _ класра, унтан _ шкулта, каярахпа _ район шайĕнче) хутшăнма пикеннĕ. Инçĕшне чупмалла-и, йĕлтĕр сырса йĕре тăмалла-и, велосипед çине утланмалла-и _ ача иккĕ калаттарасса кĕтмест, вĕрентекен каланине хапăл тăвать. Пĕрлех спортăн кирек хăш енĕпе те, çав шутра хĕллехи многоборьере (тĕл пересси, йĕлтĕрпе чупасси, туртăнасси) те çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. 70-80-мĕш çулсенче çак каччă район хаçачĕн призĕсемшĕн ирттерекен ăмăртусенче дистанцинчен кашнинчех пăлан пек чупса килсе малти вырăнсене йышăнни те асрах-ха.
Хастар спортсменсем Хĕç пăшаллă вăйсенче те кирлĕ. Çавăнпа пирĕн янташа Совет Çарĕн Германинче тăракан Группинче салтак тумĕ тăхăнтартсан та плац тăрăх стройпа нумай уттарса тăман, тỹрех спорт ротине кĕртсе олимпиецсен "хулине" вырнаçтарнă. Кунта вăл хăй маларах кăмăллакан спорт тĕсĕсемсĕр пуçне кĕрешме, боксла выляма, футбол мечĕкне тапма хăнăхнă, çичĕ ютăн чылай хулисене çỹресе чаç ятне чыслăн хỹтĕленĕ. Кунтах 1000 метра чупас енĕпе Группăра мала тухса курнă, спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене пурнăçланă.
Конституци тивĕçне пурнăçласа киле таврăннă хыççăнах ăна Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн ертỹçи (ун чухне ăна пĕрремĕш тренер тенĕ), хăйĕнчен аслăрах тусĕ, пĕр ял чăвашĕ Николай Афанасьев тренера килме чĕнет. Ĕçĕ питĕ яваплă. (Чăн та, малтан пĕр тапхăр тỹлевсĕр ĕçлеме тивнĕ). Кунта спортра халиччен çитĕнỹсем туни сахал _ хăвăн ачасене вĕрентмелле, халиччен пухнă опытна çамрăксене памалла. Ку пач урăхла япала. Çавăнпа малтан хăвна кăтартса памалла.
Тепĕртакранах çакăн пек майĕ те сиксе тухать _ аталану çулĕ çине тăнă СШ Туçари вăтам шкулта велоспорт филиалне уçма палăртнă. Йĕркелесе яма пĕрремĕш кандидат _ Валерий Платонов. Кăтартса пар ху мĕн пултарнине!
Ĕçе çỹреме инçе (ялтан малтан Патăрьелне çитмелле, унтан _ Туçана, кайран çав çулпах каялла) иккенне пăхмасăр пĕр сăмахсăрах килĕшет каччă. Вара СШĕн мĕн пур пурлăхне _ икĕ велосипедне _ çурăм çине çавăрса хурса районти чи аслă та сумлă шкула пырса çитет. Пысăк ĕçе пĕччен пуçарма çăмăл мар. Валерий Георгиевич шкул дирекцийĕпе, ун чухне республикипех паллă "Гвардеец" хуçалăх ертỹçисемпе, комсомолпа парти комитечĕсемпе, паллах, вырăнти спорт йĕркелỹçисемпе пĕр сăмах тупать. Пурте пĕр çăвара сурсан лав вырăнтан хускалатех çав. Кĕçех филиал никĕсне аталантарма колхоз укçи-тенкипе Пензăран тата Харьковран виççĕ-тăваттă кăна мар, вуннă та мар, аллă (!) спорт велосипечĕ турттарса килеççĕ. Ĕçле кăна, ан ỹркен!
Валерăна çакă çеç кирлĕ _ хастарлăх тулса тăкăнать. Икĕ ушкăна тỹрех хĕрĕхе яхăн ачана пуçтарать вăл. Асфальтпа та çỹретет арçын ачасемпе хĕр ачасене, хире те илсе тухать, тăвалла та хистет, анаталла та çил пек антарать... Район шайĕнчи пĕрремĕш ăмăртурах Туçасем малти вырăнсене йышăнаççĕ. Унтан республикăна та тухма вăхăт çитет. Автобус енчен чару çук Туçара. Пĕр харăсах 15-17 спортсмена Шупашкара илсе кайни те пĕрре кăна мар пулнă унăн. Туçара ĕçленĕ виçĕ çул хушшинче Валерий Георгиевич ултă СССР спорт мастерне (!) хатĕрлеме ĕлкĕрет, пысăк шанăç паракан икĕ ачана Шупашкарти олимп резервĕсен шкулнех илеççĕ. Кĕске тапхăршăн ку чăннипех те пысăк ỹсĕм!
1986 çулта ачасен спорт шкулĕ Каншелти сакăр çул вĕренмелли шкулта тепĕр филиал уçма йышăнать. Туçа тăрăхĕнче спорт вутне шĕл-кăваррăн чĕртнĕ Валерăна кунта татах "çерем çĕр" уçма çирĕплетеççĕ. Часах районта Каншелсем велосипед спорчĕпе кĕрлеме пикенеççĕ. Саккăрмĕш класра вĕренекен Толя Никитин, сăмахран, республикăри ăмăртусенче çĕнтерсе Балтика тăрăхĕнче ирттернĕ çĕр-шыв чемпионатне хутшăнма тивĕçлĕ пулать. Тепĕртакран ял ачи Раççей спорт маçтăрĕн нормисене те тултарать. Унăн çитĕнĕвĕ вăл _ ăна эпир пурте лайăх ăнланатпăр _ тренер çитĕнĕвĕ!
Призерсем хатĕрлеме ăста специалиста республикăра та асăрхаççĕ _ ăна Шупашкара олимп резервĕсен училищине килме сĕнеççĕ. Шалу аван, хваттер черечĕ те кĕске теççĕ. Мĕншĕн килĕшес мар! Çапла 1987 çулта Валерий Георгиевич _ халĕ ĕнтĕ вăл виçĕ ача ашшĕ, Волгоградри патшалăх университечĕн физкультура факультечĕн заочник студенчĕ _ тĕп хулана куçса каять. Ăна кунта тренер-преподаватель, пĕрлех Чăваш Енĕн хĕрарăмсен пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ (велоспортпа) пулма шанаççĕ.
_ Çĕнĕ ĕç вырăнне аванах хăнăхса çитнĕччĕ, хула çынниех пулса кайăттăм-и _ патшалăх пăтрана пуçларĕ, унтан самани пач улшăнчĕ,_ аса илет В.Платонов._ Хваттер илес ĕмĕт те лап сỹнчĕ. Общежити пурнăçĕ йăлăхтарчĕ. Вара эп каялла тăван тăрăха таврăнтăм. Чăн, та ĕç шыраса хăшкăлма тивмерĕ. СШ Çĕньялта велоспорт енĕпе тепĕр филиал уçрĕ те мана унăн лавне туртма хушрĕç...
Ăçта Платонов _ унта çитĕнỹ. Кăштах вăхăт иртсенех тăххăрмĕш класра вĕренекен Володя Савельев шоссе çинче тата туллă-сăртлă вырăнсем тăрăх чупса малтан районта мала тухса кăтартать. Унтан республикăра пĕрремĕш вырăн çĕнсе илет. Сăмах май каласан, ача спортăн çак енĕпе аталанса Раççей кубокне выляса илет, Раççейĕн пĕрлештернĕ командине лекме тивĕç пулать. Аня Антонова вара Швейцаринче ирттернĕ ăмăртăва та хутшăнса кăтартăвĕпе савăнтарать.
1999 çулта Валерий Георгиевича хăй ĕç биографине çырма пикеннĕ хайхи спорт шкул директорĕ пулма çирĕплетеççĕ. Патшалăхшăн питĕ кăткăс тапхăр ун чухне. Учительсемпе тухтăрсем çуршар çул шалу илеймеççĕ. Тивĕçлĕ канури аппасемпе тетесене те пенси сайра-хутра кăна лекет. Ача пособийĕ вырăнне кĕпе-йĕм порошокне е алса-чăлха сĕнеççĕ. Хыснара кĕмĕл çукран мĕн пур пуçлăхсем вексельсем йăтса çỹреççĕ. Хаклă хута номиналĕнчен çур хакне чакарса вырнаçтарсан та савăнăç. Пысăк заводсемпе фабрикăсем сỹнеççĕ. Ăçта çитнĕ унта забастовкăсем... Кама кирлĕ çакăн пек лару-тăрура спорт шкулĕн проблемисем! Унсăр пуçне те пуçа ыраттараканни çĕклемĕпех. Ку хăй пĕр инкек. Тепĕр енчен, спортсменсем хатĕрлеме шкулăн хăйĕн хỹшши те çук. Ăна вăхăтлăха ĕлĕкхи "Сельхозтехникăн" пушă ларакан Культура керменне (халĕ ФСК) вырнаçтарнă. Кунпа та çырлахма пулĕ _ ăшă системи ĕçлемест.
Йывăр еткер хăварнă пулсан та Валерий Георгиевич пуçа усмасть. Юлнă тăхăр тренерпа вăл велоспорт, çăмăл атлетика, кĕрешỹ тата штанга уйрăмĕсенче вĕренỹ процесне тивĕçлипе йĕркелесе пырать. "Çулталăкран пире Патăрьелĕнчи "Дружба" кинотеатрăн юхăнса çитнĕ çуртне куçарчĕç. Кунта эпир хамăр вăйпа ăшăтакан системăна тĕпрен юсарăмăр, тирпей-илем кĕртрĕмĕр. Укçа-тенкĕ кĕтсе çеç ларнă-тăк, шкул алăкĕ çине мăн çăра çакасси куç умĕнчехчĕ. Мухтав турра, тỹсĕмлĕн чăтса ирттертĕмĕр ахăрсамана вăхăтне. Каярахпа ĕç-пуç йĕркеленес енне кайрĕ. Пĕчĕккĕн коллектив йышне 29 тренера (совместительсемпе) çитертĕмĕр, хушса армспорт тата кире пукан уйрăмĕсене йĕркелерĕмĕр, районти пĕтĕмĕшле паракан шкулсенче 14 филиал уçрăмăр", _ каласа парать В. Платонов.
Хушмалли тата та пайтах тренерсен ертỹçин. Спорт шкулĕн "çарĕнче" кăшт каярах 36 ушкăнта пĕр харăсах ултçĕр ача вĕреннĕ. Кун пек калани те çителĕксĕр пулĕччĕ. Шкул хастарĕсем çуллен республикăри е Раççей шайĕнчи ăмăртусене хутшăнса пысăк çитĕнỹсем тунă. Нăрваш Шăхаль хĕрĕ, темиçе хут тĕнче чемпионĕ, Пекинри çуллахи Олимп вăййисен пăхăр призерĕ Ирина Ягупова _ Калентьева хăйех мĕне тăрать! СШ вара пĕрре мар республикăра мала тухса сумлă дипломсене тивĕçнĕ.
2007 çулта Нăрваш Шăхалĕнче маутинбайк (туллă-сăртлă тата çырма-çатраллă вырăнсенче велосипедпа чупасси) енĕпе историнче пĕрремĕш хут Раççей чемпионатне (пуçламăш тапхăрне) йĕркеленинче, ăна кунта йăлана кĕртсе паянчченех ирттернинче те Валерий Георгиевичăн тỹпи пысăк.
Виçĕм çул, реструктуризаци тата оптимизаци тесе-ши, ачасепе çамрăксен спорт шкулне Патăрьелĕнчи "Паттăр" ФСКпа пĕрлештерсе пĕр учреждени туса хучĕç. Кунта ун валли ишессипе тренер-преподаватель штачĕ кăна пулчĕ. Шăп хăй чылай Раççей пилĕк спорт маçтăрĕ, шучĕ те çук кандидатсем хатĕрлекене, вуншар та çĕршер ачана спорт каçалăкĕ умне тăратнă пултаруллă тренера, шел, паллах. Анчах вăл уншăн тепри пек мăртăхса çỹремест. Çỹлти çапла çырнă пуль. Преподаватель халĕ виçĕ ушкăна (45 ача) тытса пырать. Вăл хĕр ачасемпе арçын ачасене хитре те хăвăрт ишме вĕрентсе ларнипе кăна лăпланмасть, çамрăк çулсенчи хĕрỹлĕхпе хăш-пĕринчен çивĕч спортсменсем хатĕрлеме тăрăшать. Результатсем те пур ĕнтĕ. Юлашки пысăк çитĕнĕвĕ _ вун пĕрти пĕр воспитанникĕ республика шайĕнче Йĕпреç поселокĕнче акватлонпа (çуран чупасси тата шывра ишесси) ирттернĕ ăмăртура призлă виççĕмĕш вырăн йышăннă...
Николай ЛАРИОНОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)