Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СПАРТАКИАДА МАЛАЛЛА ПЫРАТЬ

17 мая 2014 г.

Районти ял тăрăхĕсен спартакиада программипе килĕшỹллĕн, Нăрваш Шăхаль стадионĕнче мини-футбол вăййипе тупăшусем иртрĕç. Ăмăртăва 5 команда хутшăнчĕ. Пĕрремĕш тĕл пулура Тутар Сăкăчĕпе Шăхач ял тăрăхĕсен командисем вылярĕç, 4:0 шутпа Тутар Сăкăтсем çĕнтерчĕç. Нăрваш Шăхаль спортсменĕсем те Пикшик ял тăрăхĕн командине çак шутпах парăнтарчĕç.

Тепĕр вăйă Чеменсемпе Пикшиксем хушшинче иртрĕ. Пикшиксен ку хутĕнче те ăнăçу пулмарĕ. Финалти вăйăра плошадкăна хуçасемпе Тутар Сăкăтсем тухрĕç. Вăл питĕ интереслĕ иртрĕ. Çивĕч тапхăрсем те нумай пулчĕç. Командăсен вратарĕсем сыхă тăнипе вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленчĕ. Хушма вăхăт та шута улăштараймарĕ. Ăмăрту йĕрки тăрăх çĕнтерỹçĕ ята пенальти тапса палăртаççĕ. Икĕ çаврăм хыççăн Нăрваш Шăхальсем виçĕ, Тутар Сăкăтсем икĕ мечĕк тапса кĕртрĕç. Çапла вара хуçасем пĕрремĕш, Тутар Сăкăт команди иккĕмĕш, Аслă Чемен футболисчĕсем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Çĕнтерỹçĕсене ятарлă дипломсем парса хавхалантарчĕç.

В. БОРОДКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика