Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЧĕ-СУМĕ ỹССЕХ ПЫТĂР ЯЛАН

08 мая 2014 г.

 Ăслă çынсем çырса хăварнă ырă шухăш-кăмăлпа пурнăçа пурăнса ирттерме пурин те тăрăшасчĕ. А. Чехов писатель, драматург, врач халалĕсем асрах-ха: "Çын сăнĕпе те, ăсĕпе те, кăмăлĕпе те, тумтирĕпе те, шалти чун-чĕре туйăмĕпе те илемлĕ пулмалла" тени. Çаксене тивĕçтерсе-ши, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В. Бородкин ертсе пыракан Нăрваш Шăхалĕнчи культурăпа кану центрĕ çумĕнчи "Утмăл турат" фольклор ушкăнĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи культурăпа кану центрĕн сцени çине тухрĕ. Чăн чăваш тумтирне тăхăннă яштака та кĕрнеклĕ артистсем чăн малтан "Шăхаль вальсĕ", "Утмăл турат", "Тăван патне килер-и?", А. Черепанов çырнă "Чечек тăкмасть сирень", А. Сорокинăн "Анне" юррисене шăрантарчĕç. Пултарулăхĕ халăх чĕрине çитнине залра тăвăллăн алă çупни çирĕплетрĕ.

Ватă мар-ха Василий Михайлович. Асăннă юрăсен кĕввисене те хăйех çырать, малашне те пысăк тимлĕхпе ĕçлессе шантарать. Ятлă çынсем ячĕсене ямаççĕ.

Çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕрпе, велосипедпа ирттерекен ăмăртусенче ял çамрăкĕсем палăр-са тăраççĕ. Ку ĕçре те, паллах, В. Бородкин тренерăн пултарулăхĕ, чăрсăрлăхĕ курăнать. Çамрăксене вăл тупăшăвăн кашни саманчĕсене тупса вĕрентсе пырать. Пысăк тавра курăмлăхне пула хăйĕн мăшăрĕпе çак коллектива та хисеплĕ вырăна çĕклеме пултарчĕ.

Ĕçчен çыннăн ĕçлĕ кунра пушă ларма вăхăчĕ çук. Василий Михайлович пур çĕре те ĕлкĕрет. Халăха та чăваш культурин мăнаçлăхĕпе савăнтарма пултарать.

Ушкăнпа юрланисĕр пуçне пĕчченшерĕн те чăваш халăх юррисене шăрантарса куракана килентереççĕ. Г. Андреева "Ан манăр ачасем" юрăпа сцена çине тухсан ватăсен куçĕсем куççульпе тулчĕç. Çур çĕр фло-чĕн ветеранĕ, спорт мастерĕ Н. Трифонов моряксен ташшипе савăнтарчĕ. С. Николаева, М. Яковлева, А. Калькина, Г. Пагунова, М. Максимова чикансен ташшипе тухсан залри халăх ура çине тăчĕ.

Артистсене телекуравра курни хăйне евĕрлĕ. Сцена çинче кăтартакан Н. Груздева, А. Фролова, В. Поляков, В. Капитонова кĕске шỹтсем тата тĕлĕнмелле пулчĕç вара.

Хорпа юрлани, уйрăм юрăсем Кĕçĕн Арапуçсене çурхи ĕçсене вăхăтра пурнăçлассинче вăй-хăват парса хăварчĕç. Н. Алексеевпа Г. Пагунова юрăçсене ăсталăхĕсене малалла та çĕнетсе пыма сунатпăр.

Вăхăтĕнче "Труд" хуçалăхра ĕçленĕ майăн унти халăха эпĕ мухтатăп. Вĕсем вăрманта та уттине те çулнă, кăмпине, мăйăрне татнă, çапах та юнашар колхозсемпе танлаштарсан пур ĕçе те вăхăтра тунă, пропашной культурăсем те çум айне путман. Сăмах май каласан А. Мулендеев, А. Андреев хăйсен мăшăрĕсемпе хуçалăхри стройкăра та ĕçленĕ, пайне те тунă. Çак çынсенче пултарулăх шăнăрĕ вăйлă пулнă. Халăх ĕçченлĕхне пула ял та çултан-çул çĕнелсе, илемленсе пырать. Пултарулăх енĕпе те палăрса тăраççĕ. Культура ĕçченĕсен вĕсенчен вĕренмелли пур-ха.

Культура çулталăкĕ В. Бородкин ертсе пыракан "Утмăл турат" фольклор ушкăнĕшĕн ĕмĕр асăнмалăх юласса шанасах килет. Мĕншĕн тесен, вĕсем хăйсен юрри-ташшисемпе таврари ял халăхĕсене те килентереççĕ.

В. СЕЛИВАНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика