16 апреля 2014 г.
ПРОГРЕСС ĕмĕрĕнче пурнăçри çăмăллăхсем хушăннăçемĕн хушăнса пыраççĕ. Çакă шкулта та сисĕнет. Акă, хальхи вăхăтра ачасен апатланăвне модернизацилес ыйту çĕкленчĕ. Çак кунсенче, сăмахран, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсене апатлантарасссине пластик карттăпа пурнăçлама пикеннĕ. Терминала уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Айкин, Перекет банкĕн хушма офисĕн ертỹçи А. Григорьев, педагогика коллективĕпе ачасем хутшăннă. 2013 çулта çеç районти çичĕ шкулта апатлану блокне тĕпрен çĕнетнĕ. Ку ĕç малалла та пырать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)