26 марта 2014 г.
Ирхи шăнпа усă курса Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнче йĕлтĕрçĕсен эстафетăлла тупăшăвĕ иртрĕ. Ку хутĕнче спорта юратакансем СССР спорт мастерĕн Н. Николаевăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшрĕç. Çак сумлă ăмăрту 20 çула яхăн иртет. Юлашки вăхăтра ăна йĕркелессине вăтам шкул коллективĕ йăлтах хăй çине илет.
Йĕлтĕр йĕрĕ çинче савăнăçлă çуйхашу кĕрлесе çеç тăчĕ. Ăмăрту пуçланнă ятпа çамрăк спортсменсене шкул директорĕ В. Платонова, унăн çумĕ Н. Афанасьев саламларĕç. Старта малтанах 9-11 классенче вĕренекенсем тăчĕç. Аслисем пĕрремĕш этапранах мала ыткăнчĕç. Иккĕмĕш вырăна тăххăрмĕшсем тухрĕç.
6-8 классен этапĕнче аслисем хушшинче интереслĕ тупăшу пычĕ. Е арçын ачисем, е хĕр ачисем пĕр-пĕринчен ирте-ирте кайрĕç. Е. Адикина (8 класс) финиша чи малтан çитрĕ. Ун хыççăн çиччĕмĕшсем кĕчĕç.
Тепĕр ушкăнра пиллĕкмĕшсем малта пулчĕç. 2-3 классенчи пулас спортсменсем те хăйсене аслисем пекех тыткаларĕç.
Ăмăрту вăхăтĕнче судьясем кашни этапсенче чупакансен вăхăчĕсене уйрăммăн палăртса пычĕç. Ку енĕпе аслисенчен В. Афанасьев пĕрремĕш, А. Шлаев иккĕмĕш, П. Павлов виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Хĕр ачасенчен чи пултаруллисем Е. Николаева, О. Михайлова, М. Давыдова пулчĕç.
В. БОРОДКИН, ăмăрту судйи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)