Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăванăм конкурса хутшăнать

15 марта 2014 г.

Раççей телевиденийĕн пĕрремĕш каналĕпе "Голос _ дети" передача пуçланчĕ. Çак тĕлĕнмелле интереслĕ проектра çамрăк ачасен еплерех юрлама пĕлнине кăтартса памалла. Паллах, сассине те шута илеççĕ. Унта хутшăнас текенсем вара маларах вырăнсенчи конкурссенче çĕнтерỹçĕсен шутне кĕрсе путевкăсене тивĕçнĕ. Манăн аслă аппан мăнукне те çитнĕ çак чыс. Тăванăмсем Чĕмпĕр тăрăхĕнчи Лаишевка ялĕнче пурăнаççĕ. Анатолийсен виçĕ хĕр те пĕр ывăл çитĕнет. Вун виççĕри Елисей шкулта пур предметпа та 5 паллăсемпе çеç вĕренет, спорт ăмăртăвĕсенче лайăх кăтартусемпе савăнтарать, çав тери юрлама юратать, музыка шкулне çỹрет. Пур çĕре те ĕлкĕрет темелле.

Пирĕн ăрăва малалла тăсакан сцена çине тухасса чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, пăшăрханатпăр, хумханатпăр. Чĕмпĕр облаçне куçса кайнă çул Анатолий Патăрьелĕнчи шкул-интернатра саккăрмĕш класра вĕреннĕ. Вăл вăхăтрисем Анатолий Петрович Никандрова ас тăваççĕ те пулĕ. Интересленекенсене çак конкурса пăхма сĕнесшĕн. Елисей миçемĕш турĕнче юрласса пĕлместпĕр. Çавах уншăн "чирлессе" шанатпăр. Çакăн пек Раççей шайĕнчи конкурсра Нăрваш Шăхаль йăхĕнчи çамрăк "шăпчăк" хутшăнни пирĕн яла хавхалантарать, юрă-ташăра тата та хастар пулма хистет.

В. БОРОДКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика