Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нăрваш Шăхальсем хĕле ăсатма ял лапамне пуçтарăнчĕç

05 марта 2014 г.

Ялти культура çурчĕн ĕçченĕсем урамри сцена çинче халăха тĕрлĕ юрăпа, кулăш-шỹтпе, аттракционсемпе кĕтсе илчĕç. Палăртнă вăхăтра ял тăрăхĕн ертỹçин çумĕ Н. Михайлова, "Труд" ял хуçалăх предприятийĕн председателĕ Н. Михайлов, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ В. Исакова уяв ячĕпе саламларĕç, çирĕп сывлăх, телей, килĕшỹ, юрату сунчĕç. Унтан спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Малтанах хĕрарăмсем 8 килограмлă кире пуканне инçете ывăтассипе тупăшрĕç. Арçынсен пуканĕ _ 24 килограмм. Ăна Вăрманхĕрри Шăхаль кĕрỹшĕ чи аякка печĕ. Çуна çине пĕр михĕ тырă хурса кам маларах туртса тухассине те пĕлесшĕн пулчĕç уявра. Хĕрарăмсенчен çак парнене Л. Едифанова çĕнсе илчĕ.

Малалла спорта юратакансем алă вăйне виçессипе тупăшрĕç.

Ăмăртусем пынă вăхăтрах В. Софронов хăйĕн капăрлатса кỹлнĕ урхамахĕпе хĕрарăмсене урамсем тăрăх çăварни юрри юрласа катаччи чуптарчĕ.

Йăлана кĕнĕ тепĕр ăмăртура хĕрарăмсен аттине инçете ывăтас текенсем тупăшрĕç. Парни В. Исакована тивĕçрĕ. Спортăн тепĕр енĕ вĕрен туртасси пулчĕ. Юлашкинчен пурте пĕрле хĕл мĕлкине çунтарса ячĕç.

Уяв лотерейи те кăмăллă иртрĕ.

В. БОРОДКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика