10 января 2013 г.
Иртнĕ çул вĕçĕнче районта Нăрваш Шăхалĕнче тата Ыхра Çырминче пĕтĕмĕшле практика врачĕн икĕ офисĕ уçăлчĕ. Пысăк савăнăçа пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, тĕп больница ертÿçи Н. Тинюков, ял хуçалăх предприятийĕсен ертÿçисем, депутатсем, вырăнти халăх хутшăнчĕ.
Николай Иванович ял шайĕнче ку чухнехи медицина оборудованийĕсемлĕ, ĕçлекенсемшĕн те, сипленекенсемшĕн те меллĕ условисемлĕ сиплев офисĕсем уçăлни калама çук пысăк телей пулнине палăртрĕ. Н. Тинюков вара вĕсем халăха малтанхи пахалăхлă медицина пулăшăвĕ панине çирĕплетрĕ, кирек хăш чиртен те иртерех диагноз лартни сусăрланассинчен сыхланма пулăшнине палăртрĕ. профилактика ĕçне туса пыма сĕнчĕ, сывă пурнăç йĕрки кун-çула вăрăмлатма май панине аса илтерчĕ.
Нăрваш Шăхалĕнче сывлăх çуртне уçнă май çĕнĕ ял тухтăрне Н. Карсакована “Труд” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н. Михайлов, вăтам шкул директорĕ В. Платонова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ В. Бородкин саламларĕç. “Çыншăн “юсав” мастерскойĕ шутланса тăракан сывлăх учрежденийĕнче яланах хаваслă кулă çеç тăтăр”, – терĕ спорт ветеранĕ Василий Михайлович.
Ыхра Çырминче ыттисем пекех çак савăнăçа пайлама 98 çулхи 11 ача амăшĕ, тыл ĕçченĕ Розия Ахметова та килнĕ. Кунти сывлăх сыхлавĕн çурчĕн уççине вара районти тĕп больницăра 20 çул ытла ĕçленĕ В. Семенова врача пачĕç. Вера Валентиновна çак ял тăрăхĕнченех, унпа халăх кăмăллă. Пĕрлех вырăнта аптека уçас ыйтăва та çĕклерĕç мероприятие хутшăннисем.
Ялсенче пĕтĕмĕшле практика врачĕн икĕ офисне уçни çĕнĕ çул умĕнхи пысăк парне пулчĕ. Районта çакнашкал учрежденисем 12-е çитрĕç. Сăмах май, çакна палăртма та кăмăллă: сывлăх сыхлавĕн модернизаци программипе килĕшÿллĕн Нăрваш Шăхалĕнчи уйрăма юсама 1 миллион тенкĕ, оборудовани туянма 250 пин тенкĕ тăкакланă. Ыхра Çырминчи сиплев çуртне юсама “Жизнь” çĕр ĕç фирми те пулăшнă. Оборудованисене 250 пин тенкĕлĕх туяннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)