Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СТУДЕНТСЕМПЕ ТĕЛ ПУЛЧĕç

12 февраля 2014 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта çак вăхăтра студентсемпе тĕл пулу ирттерессине йăлана кĕртнĕ. Вĕсем тăван шкула кашни çулах йышлăн пуçтарăнаççĕ. Кăçал та акă çамрăксем учительсемпе тата вĕренекенсемпе волейболла выляса тупăшрĕç. Малтанах площадкăна шкул çуртĕнче пĕлỹ пухакансемпе педагогсем тухрĕç. Кĕçĕннисем аслисене 2:0 шутпа выляса ячĕç. Чи интереслĕ те çивĕч тупăшу студентсемпе учительсен хушшинче иртрĕ. Çамрăксем вĕрентекенсене нимĕнле шанăç та памарĕç, 2:0 шутпа выляса илчĕç. Тепĕр вăйăра вĕсем хăйсен шăллĕсемпе _ шкул ачисемпе вăй виçрĕç. Студентсен команди çĕнтерчĕ. Çак ăмăртура "Чи лайăх вылякан" ята А. Михайлов (Вăрманхĕрри Шăхаль) çĕнсе илчĕ. "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята В. Лаврентьев (Нăрваш Шăхаль) тивĕçрĕ.

В. БОРОДКИН, ЧР тава тивĕçлĕ учителе

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика