15 февраля 2014 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта сумлă хăнасем пулчĕç. Республикăри физкультурăпа спорт министрĕн çумне С. Шелтукова тата Шупашкарти Валерий Ярды ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне В. Мулендеева пирĕн районти Нăрваш Шăхаль тата Турхан шкулĕсенче ачасене спортпа, уйрăмах велосипедпа çитĕнỹсем тума мĕнлерех условисем пурри интереслентерчĕ. Велосипед спорчĕн 4 енлĕ СССР спорт мастерĕ Валерий Андреевич çитменнине ку ыйтупа пулăшас кăмăлĕ пуррине те пытармарĕ.
Сергей Сильвестрович Нăрваш Шăхаль шкулĕнчи И. Калентьева ячĕллĕ спорт базине кĕрсе курсан тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Кунта чылай çул Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Афанасьев ĕçлет. Унăн вĕренекенĕсем Питĕрти тата Шупашкарти олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕсенче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Ентешсем Раççей шайĕнчи тата ют çĕр-шывсенчи чылай ăмăртусенче пулса лайăх кăтартусемпе таврăнаççĕ. Базăра шоссе çинчи, маутинбайк ăмăртăвĕсенчи тата пĕчĕк ачасен велосипечĕсем уйрăмăн-уйрăмăн çакăнса тăраççĕ. Çакăнтах хĕллехи сивĕ çанталăкра е çуллахи çумăрсенче тренировкăсем ирттермелли велостаноксем те хатĕр.
_ Пирĕн çитĕнỹсем шкул ертỹçисемпе ашшĕ-амăшĕсем пулăшса пынипе пулаççĕ,_ тет Валерий Семенович.
Вăтам шкул директорĕн çумĕ Н. Афанасьев хăнасене вĕренỹ çурчĕпе паллаштарчĕ. Кунта хăнасем йĕлтĕр базине курса та тĕлĕнчĕç.
Фотостенд та хăй патне илĕртет. Çак шкултан вĕренсе тухса спортăн такăр мар çулĕпе пырса çитĕнỹсем тунă спортсменсен сăнĕсем-çке. Вĕсем пурĕ утмăла яхăн. 25-шĕ _ СССР тата Раççей спорчĕн мастерĕсем, ыттисем _ мастер кандидачĕсем. Вĕсем çак чыса тĕрлĕ ăмăртура çĕнсе илнĕ.
Шупашкарсене тренерсем те чылай ыйту пачĕç.
Турханти вăтам шкулта та велоспорта килĕштерекенсем валли база йĕркеленĕ. Анчах пуянлăхĕ çитсех каймасть. В. Макаров тренера малашне ку енĕпе пулăшу кỹрессе шантарчĕç. Валерий Ивановичăн 4 воспитанникĕ Шупашкарти олимп резервĕсен училищинче ăсталăхĕсене туптать, Раççей шайĕнчи пысăк ăмăртусенче ачасем начар мар çитĕнỹсем тăваççĕ. Çакă, паллах, шкула та, ашшĕ-амăшне те, тренера та савăнтарать.
Ытти шкулсенче, ялсенче çакнашкал спорт базисем пулсан епле лайăх. Инвентарьпе интересленекен ача тупăнать. Ашшĕ-амăшĕ те хирĕç пулмаççĕ. Ачисем пушă вăхăтне усăллă ирттерни аслисемшĕн кăмăллă. Компьютер кнопкисем çине пусса ларнипех сывлăха çирĕплетейместĕнех. Çакна аслисен те, ачасен те шута илмеллех.
В. БОРОДКИН, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)