Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ÇИРĕММĕШ ХУТ

18 января 2014 г.

 Çĕнĕ çул пуçламăшĕнче кашнийĕнчех Нăрваш Шăхалĕнче йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртет. Ку хутĕнче вăл çирĕммĕш пулчĕ. Малтанах ун чухнехи вăтам шкул директорĕпе В. Кузьминпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Н. Яковлев сумлă çынна, республика чемпионне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне В. Бородкина халалласа ирттерме калаçса татăлнă иккен ăна. Пуçламăшĕсенче командăсем те йышлах пуçтарăнман, вĕсен выляс шайĕ те пахалăхлах пулман. Юлашки çулсенче çак ăмăрту республика шайĕнче иртет тесен те йăнăш пулмĕ. Кăçал та унта 10 команда пуçтарăнчĕ.

Ăмăртăва уçма район администраци пуçлăхĕн çумĕ М. Калмыков, ял тăрăхĕн ертỹçи Н. Айкин, вăтам шкул директорĕ В. Платонова, 4 хутчен СССР спорт мастерĕн удостоверенине тивĕçнĕ В. Мулендеев, СССР спорт мастерĕ А. Береговая, Василий Михайловичпа пĕрле командăра вылянă И. Хитров, А. Долгов, Е. Долгов, Р. Сафиуллов, Г. Краснов юлташĕсем хутшăнчĕç, салам сăмахĕсем каларĕç. В. Мулендеев вара шкулта вĕренекен ачасем валли вĕр çĕнĕ спорт велосипечĕсем илсе килнĕ иккен. Вĕсене Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерне В. Афанасьева панă май малашне те пысăк çитĕнỹсем тума сĕнчĕ. Вăлах СССР спорт мастерĕн, Н. Николаев йĕлтĕрçĕ ячĕпе шкул ачисем валли пилĕк комплект пластик йĕлтĕрĕсем пачĕ. Еплерех савăнчĕ çитĕнекен ăру çаксемшĕн.

Ăмăрту йĕркипе командăсене виçĕ ушкăна пайларĕç. "А" ушкăнра "Шимкуссы" (Тăвай районĕнчен), "Балтика" (Канаш), "Новочебоксарск", "Инвал" (Шупашкар), "Б" ушкăнра "У кума", "Юго-запад" (Шупашкар), "Шигали", "В" ушкăнра _ "Батыревский", "Сугуты", "Тойси". Вĕсем харăсах виçĕ спортзалта вылярĕç. Вăйăсем тĕлĕн-мелле интереслĕ иртрĕç. Финалта выляма вара "Батыревский", "Инвал", "Шимкуссы", "У кума" тухрĕç. "Батыревский" командăпа "У кума" виççĕ-мĕш вырăншăн тупăшрĕç. Пирĕн ентешсем хăнасене парăнтараймарĕç. Чемпион ятне çĕнсе илессишĕн иртнĕ çулхи çĕн-терỹçĕ "Шимкуссыпа" "Инвал" командăсем тупăшрĕç. Хула спортсме-нĕсем çĕнтерчĕç. Çапла вара пĕлтĕр мала тухнисем иккĕмĕш, иккĕмĕш вырăнпа çырлахса юлнисем чемпионсем пулчĕç. "Инвал" команда 2000 çултанпа çак турнира пĕр сиктермесĕр çỹрет.

Малалла тỹресен коллегийĕ командăсенчен чи лайăх вылякансене палăртрĕ. "Чи лайăх вылякан" ята "Инвал" командăри В. Гаврилов тивĕçрĕ. "Чи лайăх тапăнакан" _ "У куман" Ю. Гордеев, "Чи лайăх сыхăçă" "Батыревскисен" А. Моисеев, "Чи лайăх пас паракан" "Шимкуссинчен" Ю. Шульдяков пулчĕ. 1-3 вырăнсене йышăннă командăсене асăнмалăх медальсемпе грамотăсем тата кубоксем парса хавхалантарчĕç. Номинацисемпе палăрнисене кубоксемпе чысларĕç. ăхальсем спортра çеç мар, юрă-ташăра та маçтăр пулнипе тĕлĕнтерчĕç. В. Бородкин ертсе пыракан "Утмăлтурат" ансамбль çепĕç юрăсем шăрантарчĕ. Василий Михайлович, Евгенийпе Анатолий Долговсем, Иван Федорович "Пусă шывĕ" юрра 4 саспа шăрантарчĕç. Волейбол шур сухалĕсем юрăçсем те иккен.

В. МИХАЙЛОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика