Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш ятне яман

14 декабря 2013 г.

 Педагогика наукисен кандидачĕ, Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ, Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, тĕрлĕ преми лауреачĕ, чăваш тата вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхипе тата литературипе пĕлỹ памалли 7 учебник тата хрестоматисен, 30 вĕренỹпе меслет пособийĕн авторĕ Василий Пушкин профессор Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ỹснĕ. Ентеш хăй вăхăтĕнче Вĕрентỹ институчĕн проректорĕнче, Ăслăлăхпа методика центрĕн директорĕнче ĕçленĕ. Çак кунсенче вăл юбилейне паллă тăвать.

_ Василий Николаевич, калăр-ха, мĕн вăл арçыншăн 60 çул?

_ Çамрăк чухне 60 çулти арçын ватă çын пек туйăнатчĕ. Йывăр ĕçре хуçăлман тăк, пурнăç йĕркеллĕ тĕк, сывлăх пур тăк _ 6 теçетке çул арçыншăн нумай мар. "Этемлĕхĕн вăйлă çуррийĕ нумай пурăнмасть",_ теççĕ пулин те хальхи вăхăтра сакăр вуннăран, тăхăр вуннăран иртнисем те йышлă. Хăвна йĕркеллĕ пăхайсан, çынна нушалантармасан, мĕншĕн пурăнмалла мар? Яланах ваттисем пурăнччăр, сывлăш пурне те çитет. Чи кирли _ пурнăç интересĕ пултăр.

_ Эсир ĕлĕк хирте тракторпа ĕçленине, стройкăра пилĕк авнине пĕрре те ĕненес килмест.

_ Шкулта вĕреннĕ вăхăтра аттепе пĕрле тракторпа ĕçленĕ. Эпĕ тракторист пулăшуçиччĕ. Тепĕр чухне виçшер смена та йĕркеленĕ. Çĕрлехи вăхăтра пĕлĕт çине мĕн чухлĕ пăхман-ши? Çĕрле урăх мĕн тумалла? Тепĕр чухне пăхаттăм та _ атте çăварне вылятса пыратчĕ. "Хурçă ут" шавĕпе лайăх илтĕнместчĕ. "Мĕн тăватăн атте?"_ыйтаттăм тĕлĕнсе. "Салтак юрри юрлатăп, ачам",_ тетчĕ вăл. Вара эпĕ те юрра яра параттăм. Тата вăл мана çăлтăрсене кăтартса, вĕрентсе пыратчĕ. "Ав, Алтăр çăлтăр, кĕçех вăл куркине пăрать те шывĕ аври тăрăх тăкăнма пуçлать",_ йăл! кулатчĕ аттеçĕм. Çăлтăрсем тăрăх миçе сехет çитнине те палăртатчĕ вăл. Кайран шурăм пуç килнине сăнаттăмăр. Çаксем йăлтах туйăма аталантарма пулăшнă.

Манăн Александр тете те шкул çулĕсенче комбайнер пулăшуçинче ĕçленĕ, эпĕ вара 10 класс пĕтеричченех аттепе çỹрерĕм. Хирти суха ĕçĕсене пĕтернĕ хыççăн 1971 çулхи юпан 6-мĕшĕнче Шупашкара куçса килтĕм.

_ Ял хуçалăх институтне кĕме пуль-ха?

_ Çапла çав (кулать!). Эпĕ ача чухне трактор-машинана кăна мар, выльăх-чĕрлĕхе те питĕ юрататтăм. Атте: "Атя, зоотехника вĕрен",_ терĕ. Тете вара манран агроном тăвасшăнччĕ. Пĕлетĕп ĕнтĕ, ку профессисем маншăн мар. Апла пулин те аслисем каланипе хайхи вуз алăкĕн хăлăпне пырса тытрăм... Унта вĕренме кĕреймесен вара питĕ савăнтăм.

Шăпа мана стройкăна илсе çитерчĕ. Социализмла Ĕç Геройĕ Михаил Степанов ертсе пынипе И.Н.Ульянов ячĕллĕ университетăн машфак çуртне çĕкленĕ эпĕ.

_ Эсир хăвăр мĕнле профессии пирки ĕмĕтленнĕ вара?

_ Çар çынни те, историк те, литератор та пулас килнĕ. 9-мĕш класра вĕреннĕ чухне Раиса Сарпи ЧПУн чăваш уйрăмĕн студенчĕсене шкула ертсе пынăччĕ. Çавăн хыççăн манăн та унта пĕлỹ илес ĕмĕт çуралчĕ. Çав вăхăталла тата Н.Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" романĕ тухнăччĕ. Ăна вулама пирĕн киле 30-шар хĕрарăм пухăнатчĕ. Черетпе, саспа вулатчĕç. Мана та тỹр килнĕ. Çапла вара эпĕ те ЧПУна вĕренме кĕрсе чăваш уйрăмне пĕтертĕм.

Каярах куçăмсăр майпа истори факультетĕнче пĕлỹ илтĕм, Мускаври Шолохов ячĕллĕ университетран вĕренсе тухрăм, аспирантурăра тата докторантурăра (паллă чăваш этнопедагогĕ Г.Н.Волков патĕнче) пĕлĕве ỹстертĕм. Патшалăх панă пур специальноçпа те ĕçленĕ: учебниксем çырнă, шкулта та, аслă шкулта та вăй хунă, чăваш литератури, истори, культурологи, социологи вĕрентнĕ.

Халĕ _ Кỹкеçри професси училищин директорĕн çумĕ. Общество пурнăçне те хастар хутшăнатăп. Кооператив çуртĕнче пурăнатăп. 25 çул ĕнтĕ _ унăн предсадетелĕ. Хуçалăх ыйтăвĕсене тăтăш татса пама тивет.

_Эсир, Василий Николаевич, çамрăк чухнех общество ĕçĕсенче хастаррине астăватăп-ха...

_ Тĕрĕсех. Шкулта чухне эпĕ дружина председателĕ пулнă. Урăхла каласан, Нăрваш Шăхалĕнчи пысăк вăтам шкулти мĕн пур пионерсен ертỹçи шутланнă. Студент çулĕсенче мана яланах комсорга е комсомол комитечĕн секретарьне суйлатчĕç. Тĕрлĕ тапхăрта профсоюз организацийĕсен пуçĕнче те тăнă. Çавна май, тĕрлĕ массăллă мероприятине нумай йĕркелеме тивнĕ, нихăçан та теприсем пек айккинчен пăхса тăман. Унсăр пуçне спорт ăмăртăвĕсене те пайтах хутшăннă.

_ Халь аса илетĕп те, Эсир университетра вĕреннĕ чухне тата укçаллăччĕ...

_Кунпа та килĕшетĕп. Килтен атте-анне çителĕклĕ парса тăман пулсан та ман кĕсьерен нихçан та вун тенкĕрен кая кĕмĕл чакман. Ку вăл ун чухне самаях укçаччĕ. Вăрттăнлĕхĕ акă мĕнре: эпĕ тăватă çул хушши ССО командирĕ пулса тантăшсене çуллахи каникул вăхăтĕнче Алтай крайне илсе кайса çỹрерĕм. Унта эпир стройка ĕçĕнче вăй хураттăмăр. Укçине аван тỹлетчĕç. Икĕ уйăхрах 700-800-шер тенкĕ илсе килеттĕмĕр. Стипенди хĕрĕх тенкĕ кăна иккенне шута илсен, çакă министрсен шалăвĕнчен те иртнĕ. Хамăр та паллах, сулхăнта ларса тăман, ир пуçласа каçчен тар юхтарнă. Унсăр пуçне эпĕ ытти хăш-пĕр яшсем евĕр сăра-эрех лĕрккесе çỹремен, усăсăр сапаласа пĕтермен. Пухнă укçапа тумланмалли илнĕ, çимелли валли хăварнă та, ыттине тỹрех перекет кассине (халь_ банк) кайса хунă. Чухăн юлташсене кивçен те паркаласа тăнă.

_ Киле парса пулăшни пирки те каласа кăтартнăччĕ-ха ... Ун пекки те асрах. Çапла пĕр çулхине пирĕн ялти килте аттепе анне çурта юсаттарма тытăннă. Стрйматериалсем хаклă, тупма та çук. Платниксем çавах хăйсен ĕçне пикеннĕ. Эп ун чухне яла таврăннăччĕ. Анне пăшăрханать: "Епле тỹлесе татмалла?" Эп ытлашши шавламасăр сберкассăна кайрăм те пин çурă укçа илсе килтĕм, сĕтел çине кăларса хутăм. Çакна курса анне йĕрсе ячĕ: "Эпир сана Шупашкара вĕренме янă, эс унта пантита тухман-и?"_ тет. Ăнлантарса патăм вара епле укçа ĕçлесе илнине. Лăпланчĕ тинех, тем чухлĕ мухтаса-пиллесе пĕтерчĕ. Ыр вырăнта вырттăрах!

_ Эсир чылай çул студентсемпе ĕçлетĕр. Мĕнлерех пулмалла преподавателĕн?

_ Унăн пĕр пеклĕхрен (штампсенчен) хăтăлмалла. Аудиторипе пĕр чĕлхе тупса "кĕвĕллĕ" ĕçлеме пĕлмелле. Лекцисен яланах интереслĕ пулмалла, материала çĕнĕлле уçса памалла. Телей тени укçара тата унăн хисепĕнче мар. Вĕрентекенĕн çамрăксене пурнăçа юратма, шухăшлама, танлаштарма, тĕллеве тупма пулăшма хăнăхтармалла.

_ Василий Николаевич, çын ĕçпе кăна пурăнмасть. Çемйĕр пирки те пĕлес килет.

_ Мăшăрăм, Клара Владимировна, ЧПУри медицина факультетĕнче ют чĕлхе кафедрин заведующийĕнче нумай çул ĕçлерĕ. Халĕ _ ют çĕр-шыв студенчĕсен факультечĕн деканĕн çумĕ. Икĕ ывăл _ Александрпа Николай _ çитĕнтернĕ эпир. Асли _ çар çынни, кĕçĕнни _ нимĕçсен агрофирминче тăлмач. Çичĕ çул каялла мана асатте турĕç. Вăхăта Игорь мăнукăмпа ирттерме кăмăллатăп.

_ Эсир сарă çын та, сире ача чухне "купăста пуç" тесе витлемен-и?

_ Çамрăк чухне пасарта çухатсан пулас мăшăрăм ялан шурă пуç шыраттăмччĕ тетчĕ. Ача чухне вара урама тухма çукчĕ: "Купăста пуç, купăста пуç!"_ тесе шăл йĕретчĕç. Мана ку питĕ тарăхтаратчĕ. "Мĕншĕн çынсем пек пулман-ши?"_ тесе кулянаттăм.

_ Хушамат историне те пĕлесчĕ...

_ Хăй вăхăтĕнче Çĕрпỹре Пушкин хушаматлă çар пуçлăхĕ (воевода) пулнă. Манăн мăн асатте ун патĕнче хĕсметре тăнă. Каярах вăл çав хушамата çыртарнă-мĕн. Манăн асатте, Максим Пушкин, шкулта вĕреннĕ чухне сăвăсем çырнă иккен. Вĕрентекенĕ, вырăс çынни, ăна сĕре мухтанă. "Эсĕ сăвăсене чăн-чăн Пушкин пекех хайлатăн",_ тенĕ. Ялта, манăн тăванăм Александр Сергеевич Пушкин та пурччĕ. Халь пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, ялта Пушкинсем юлмарĕç. Аттепе анне те пурăнмаççĕ ĕнтĕ. Тĕп кил пушă ларать. Çимĕке кайсан кĕрсе тухатăп. Яланах куç шывланать. "Юлашки пĕрене çĕриччен лартăр, ан сутăр",_ тетĕп йăмăкăма. Темле çав...

Сăмах май, манăн ĕç пỹлĕмĕнче яланах _ А.С.Пушкин портречĕ. Килте те пур. Унăн мĕн пур произведенине тирпейлĕ упратăп.

_ Пушкин тени пурнăçра пулăшнă та пуль-ха. Ахаль-махаль хушамат мар-çке...

_ Шкулта вĕреннĕ чухне çĕнĕ вĕрентекен килнĕ тĕк _ ялан манран урок ыйтатчĕ. Эпĕ ăна хăнăхса çитнĕччĕ. Икĕ эрнене яхăн кашни кун уроксене хатăрленсе каймаллаччĕ манăн. Кайран вара, ыттисене палласа çитсен, манран питех ыйтмастчĕ. Ывăлăмсене те: "Сирĕн çав хушамата тивĕçлĕ пулмалла",_ тесе вĕрентеттĕм. Пушкин хушаматлă пулнăшăн хĕпĕртетĕп эпĕ.

_ Паян мĕн пăшăрхантарать сире?

_ Чăвашсем пĕр-пĕрне юратманни кăмăла хуçать. Шел те, халĕ Патăрьелпе Елчĕк районĕсенчи ялсенче те чăваш ачисем вырăсла пакăлтатаççĕ кăна. Ĕмĕрĕпе пуçтараннă чун хăвачĕ (закодированность) чĕлхерен куçать. Ĕмĕрхи код çухаласран питĕ хăратăп. Турă чĕлхе панă тăк халăха _ апла пурăнмалла унăн!

_ Василий Николаевич, интереслĕ калаçушăн тав Сире.

Роза ВЛАСОВА тата Николай ЛАРИОНОВ калаçнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика