Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăй ĕçне юратсан

14 декабря 2013 г.

Патăрьелĕнчи "Юмах" ача сачĕ инçетренех курăнса ларать. Чăннипех те илемлĕ вăл. Ирпе ирех кулленех чỹречисенчен çутă ялкăшса çунать. Иккĕмĕш хутне "Любознательные росточки" ушкăн йышăннă. Вĕсен воспитателĕ вара _ В. Гаврилова.

Валентина Васильевна Вăрманхĕрри Шăхалĕнчен çỹрет. Килти ĕçсене вĕçлесе ир-ирех çитме ĕлкĕрет вăл садике.

Çак ял хĕрех пулнă воспитательница. Вăтам шкул хыççăн Шупашкарти педагогика училищине вĕренме кĕнĕ. Ачасемпе ĕçлесси килĕшнĕ ăна. Вĕреннĕ вăхăтра та хăйĕн маттурлăхĕпе, тăрăшуллăхĕпе палăрнă.

Ĕç кĕнекине Валентина Васильевна пир-авăр комбиначĕн 60-мĕш ача садĕнчен пуçланă. 12 çул чунне парса тăрăшнă вăл кунта. Качча тухса çемьеллĕ пулнă. Иккĕмĕш ачине çуратсан мăшăрĕн ялне _ Карапай Шăмăршăна килнĕ. Çĕн йĕркелỹ тапхăрĕнче хулари хăш-пĕр ача сачĕсем хупăннă. Çавна май воспитательница ялти "Василек" ача садне ĕçе вырнаçнă. Каярахпа, хĕр чухнехи çурчĕ ан хупăнтăр тесе, çемйипе тăван ене таврăннă. Ĕçе вара мăшăрĕн ялнех çỹренĕ. Инçе çул та, юрлă е çумăрлă çанталăк та шиклентермен ăна. Иртнĕ çул вара В. Гаврилова Патăрьелĕнчи çĕнĕ садика куçнă.

Çитĕнекен ăрăва хавхалантарса ĕçлеме пĕлет воспитательница. Ачасем те ăна юратаççĕ, пĕр сăмахранах итлеççĕ. Пĕр-пĕринпе туслă пулма хăнăхтарать вăл вĕсене, аслисене хисеплемеллине, кĕçĕннисене пулăшмаллине мала хума хистет.

В. Гаврилова ушкăнне ачасем тĕрлĕ ялтан çỹреççĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕпе те пĕр чĕлхе тупма тăрăшать воспитательница. Пĕрле ĕçлекенсен хисепне те çĕнсе илнĕ вăл.

Мăшăрĕпе виçĕ ача пăхса çитĕнтернĕ Гавриловсем. Артем çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ. Алла чăваш патшалăх педагогика институчĕн 4 курсĕнче, Галя 9 класра вĕренеççĕ. Амăшĕн ăшшине туяççĕ вĕсем. Садик ачисем валли те çитет ыр кăмăллăхĕ Валентина Васильевнан. Ашшĕ-амăшĕнчен мĕн чухлĕ тав сăмахĕ илтмен-ши вăл.

Сăмаха вĕçленĕ май Никитăпа Аринăн чи çывăх çыннисем Мускава куçса каяс умĕн çырса хăварнă йĕркесене илсе парас килет: "Раççейри кашни ача садĕнчех çакнашкал воспитательсем пулсан мĕнле лайăх. Эпир унăн ача патне уйăрнă юратăвне нихăçан та манас çук".

М. КИСЕЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика