Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлеме те ухата, канма та маçтăр

26 декабря 2012 г.

Ку чухне ял хуçалăх кооперативĕсем хăйсен ĕçченĕсене путевкăсем парнелесе санаторисенче ыр кăтартакан сахал. Ара, кашниех тÿшеккине кура çеç урине тăсма тăрăшать ĕнтĕ. Нăрваш Шăхалĕнчи “Труд” хуçалăх вара ку тĕлĕшпе аламаланасшăн мар. Ури çинче тăн-тăнах тăрать темелле. Çавна май хуçалăх правленийĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакансемпе уй-хир ĕçченĕсене тÿлевсĕрех кану çуртĕнче киленме майсем туса парать. Çак кунсенче çеç Атăл хĕрринче вырнаçнă “Волжанка” санаторинче вун тăваттăн кăмăл туличченех канса килнĕ. Кăшт маларах вара тата пысăкрах ушкăн (25-ĕн) çакăнтах сывлăхĕсене çирĕплетнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика