Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт _ тупăш çăл куçĕ

20 ноября 2013 г.

Паян ял хуçалăх предприяти-йĕсен кассине куллен укçа кĕртекенни _ сĕт. "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕнче ăна пĕр ĕнерен вăтамран 10 килограмм суса илеççĕ. "Весна" агросоюз куллен 1,5 тоннăран кая мар илсе каять.

_ Кăçал, пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, сăвăм 30 процент ỹсрĕ. Çакă ĕнесен ăратне çĕнетнипе те çыхăннă.

Январь, февраль уйăхĕсенче Етĕрнери пĕр хуçалăхран 44 пушмак пăру илсе килтĕмĕр. Вĕсем çуллахи вăхăтра 17-18 килограмран кая мар сĕт антарчĕç. Хальхи вăхăтра сăвăнакан ĕне 170 пуç, çитес вăхăтра вара 200-е çитерме палăртăмăр. Кĕтĕве пысăклатма 50 пушмак пур, _ тет хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ М. Васильев. Михаил Васильевич сăмахне малалла тăсса çакна та каласа хăвармалла: кооперативра пĕр уйăхран иртнĕ вăкăрсене халăха сутаççĕ пулсан, тынасене йыша ỹстерме хăварса пыраççĕ.

Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче иккенне те Нăрваш Шăхальсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Çавăнпах выльăхсене хĕл каçарма çуллен апат çителĕклĕ янтăлама тăрăшаççĕ. Кăçал 1800 тонна силос, 300 тонна ытла утă хатĕрленĕ. Улăм вара пĕлтĕрхи те аванах пур. Паян пĕр ĕне пуçне 3 килограмм пусыпкă, 30 килограмм сенаж, силос, 6 килограмм утă параççĕ. Апат рационне пуянлатма витаминсем, тăвар, шурă тăм хураççĕ. Вĕсене Хусантан, Чĕмпĕртен турттараççĕ. Çамрăк пăрусене амăшĕ çумĕнчен уйăрнă хыççăн кĕвĕлтернĕ сĕт ĕçтереççĕ. Çавăн пекех ăш-чикки пăсăласран типĕтнĕ курăкран чей вĕретсе параççĕ.

Хĕле валли витесене те çуллах юсанă. Хуралтăсене иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулсен вĕçĕнчех хăпартнăран çĕнетмеллисем çителĕклех. Кăçал пĕрин тăррине профнастилпа витнĕ. Вентиляци люкĕ вырăнне уçăлакан чỹречесем туса хăварнă. Çавна май сывлăш та йывăр мар, çутă та кĕрет. Çитес çул теприне те юсама палăртнă. Ĕнесем выртакан урай хăмисене, шăтăк-путăксене йăлтах сапланă. Кивелнĕ шыв пăрăхĕсене те улăштарнă, кашни выльăх умне ятарлă савăт вырнаçтарнă. Халь вĕсем кулленех хăйсене кирлĕ чухлĕ шĕвек ĕçме пултараççĕ. Çĕмрĕлнĕ чỹречесене те тирпейлесе лартнă. Алăксем те вĕр-çĕнĕ. Транспортерсем кал-кал ĕçленĕрен таса, тирпейлĕ, кĕрсе тухма та кăмăллă.

Фермăра вăй хуракансене шалу вăхăтра пама тăрăшаççĕ. Кĕтỹçсем вара килĕшỹпе ĕçленĕ. Вĕсене укçасăр пуçне тырăпа, утăпа, улăмпа хавхалантарнă, сысна çури панă.

О. ПАВЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика