Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿре, спортра… пур çĕрте те малта

13 сентября 2013 г.

 

Cпорта юратакан, вĕренÿре ĕлкĕрсе пыракан чиперккесене Леонид Гайдай ÿкернĕ "Кавказская пленница" кинофильмра çеç мар, чăн пурнăçра та курма пулать. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче кун çути курнă Анастасия Калькина çавнашкаллисен йышĕнчен.

Шкулпа сыв пуллашичченех Настьăн дневникĕнче "5" тата "4" паллăсем çеç пулнă. Пĕрремĕш учитель паракан пĕлÿ пурнăç тăршшĕпех кирлине лайăх пĕлнĕ вăл, çавна май Елена Осиповăна уроксенче тимлĕ итленĕ. Каникул вăхăтĕнче те Анастасия ялти библиотекăран тухма пĕлмен. Чăваш, вырăс, ют çĕр-шыв писателĕсемпе поэчĕсен произведенийĕсене шĕкĕлченĕ. Настя «Сарпи вулавне» хутшăннă. Кашнин чĕрине пырса тивмелле шăрантарнă вăл Шăхалĕн мухтавлă хĕрĕн, поэтессăн сăввисене. Унсăр пуçне Настя хăй шăрçаланисене те вуланă. Хĕр ача вĕсенче çут çанталăк, тăван чĕлхе, вăрçă тематикине уçса пама тăрăшнă.

"Пултаруллă çын пур енлĕ те талантлă", - теççĕ. Пурин валли те вăхăт еплерех çитерет-ши вăл?

- Çыннăн пĕртте ахаль лармалла мар. Вăл мĕн чухлĕ нумайрах ĕçлет - çавăн чухлĕ ĕлкĕрет. Сахал ĕç тусан çын наянланать. Çавăнпа мĕн пĕчĕкренех хама аталантарма тăрăшатăп, - чунне уçрĕ Настя.

Вăтам классенче вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ Нина Павлова ертсе пыракан "Малтанхи утăмсем" кружока çÿренĕ. Сăвăсем, калавсем çырас ăсталăха туптанă. Вĕсем шкулта тухса тăракан "Шăхаль сасси" хаçатăн кашни номерĕнчех пичетленнĕ.

- Санăн калавсем питĕ интереслĕ, - тенĕ ăна Нина Ивановна.

Ăста калав хыççăн калав çырнă. Чи пĕрремĕшĕ - "Пуррине упрама пĕлмерĕм". Унта вăл çемьери хутшăнусене уçса панă. Калаври тĕп сăнарсем тус-юлташлă пулса çемье çавăрнă, анчах кил хуçи укçа тăвас тĕлĕшпе Мускава шапаша кайсан чĕрĕ килеймен. Çак хайлава "Букварьтен - илемлĕ литературăна çити" конкурса та тăратнă, хисеп хутне тивĕç пулнă. Çавăн чухнех шкулта йĕркеленĕ фольклор ушкăнне çÿреме те вăхăт тупнă хĕр ача. Вăхăтлăха артиста та çаврăннă вĕсем: ĕлĕкхи чăвашсем праçниксене еплерех уявланине шкул сцени çинче кăтартнă. Тĕрĕссипе, куракансен умĕнче хăйĕн пултарулăхне пĕрре мар кăтартнă Настя. Акă çуркунне хĕрсен хушшинче иртнĕ "Шăхаль пики" конкурса хутшăннă вăл. Куракансене хăйĕн илемлĕ сассипе тыткăнланă.

Юрра-ташша юратасси Настьăна ашшĕпе амăшĕнчен куçнă. Калькинсем юрă-кĕвĕ тĕнчине чунтан кăмăллаççĕ. Амăшĕ Анна Дмитриевна "Утмăл турат" ансамбле çÿрет. Настьăна музыка учителĕ Николай Алексеев асăрханă, районта иртнĕ "Старые песни о главном" конкурс-фестивале хутшăнма хистенĕ. Тăрăшни харама кайман. Настя лауреат ятне тивĕçнĕ. Унтанпа ялти, шкулти сцена çинчен кайман. Мероприяти иртет. Кам юрлать? Настя Калькина. Вăл вырăс халăх юррисене шăрантарма кăмăллать.

Ларма-тăма пĕлмен Анастасия шкулти çăмăл атлетика секцине çырăннă. Район, республика шайĕнче иртнĕ ăмăртусене чылай хутшăннă. Çĕнтерÿсемпе çывăх çыннисене те, Татьяна Кудряшова тренера та савăнтарнă. Кĕске, вăрăм дистанцисенче тупăшать Настя. 8-мĕш класра вĕреннĕ чухне вăл йĕлтĕр спорчĕпе интересленме пуçланă. Хĕллехи вăхăтра уроксем хыççăн физкультурниксен кабинетне васканă, ятарлă тума тăхăнса çывăхри пĕве енне утнă. Пĕр алăра - йĕлтĕр, тепринче - туя. Тĕрлĕ тупăшура ăмăртма хатĕрленнĕ Настя. Патăрьелте çеç мар, кÿршĕ районсенче те полиатлон енĕпе иртнĕ ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă. Кайран физкультура учителĕ Виктор Григорьев ăна алă вăйне виçес енĕпе хатĕрленĕ. Çулленех иртекен республика ăмăртăвĕсенче Настя икĕ алă кăтартăвĕпе 2-мĕш, çулталăкран пьедесталăн 3-мĕш картлашки çине хăпарнă.

Настя лайăх вĕренсе спортра çитĕнÿсем тунисĕр пуçне районта иртекен наука конференцийĕсенче те палăрнă. Предмет олимпиадисене чылай хутшăннă. Ытларах чухне - чăваш чĕлхипе тата литературипе. Районта çĕнтерсе республикăра 3-мĕш пулнă вăл. Унсăр пуçне акăлчан, вырăс чĕлхисем, физкультура, ОБЖ олимпиадисене хутшăнса районта чи маттурисен шутне кĕнĕ. Настя акăлчан чĕлхине шутсăр кăмăллать. Вăтам классенче ăс пухнă чухне вăл тăлмачă пулма шухăшланă. Анчах ача чухнехи тепĕр ĕмĕчĕ - тухтăра вĕренесси - пурнăçланатех.

- Тĕп тĕллев - çынсене сыватасси, вилĕмрен çăлса хăварасси, пурнăç парнелесси иккенне ăнлантăм, çавăнпах медицинăна суйларăм, - каласа кăтартрĕ Настя.

Кăçал Анастасия шкулпа сыв пуллашрĕ. "Чи лайăх вĕренекен", "Чи лайăх спортсменка" ятсене тивĕçрĕ "юлашки шăнкăравра". Халĕ вăл - И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультечĕн студентки.

- Алă усса лармалла мар, çанă тавăрсах ĕçлемелле, çапах пушă вăхăт тупма та пĕлмелле. Акă университетри çăмăл атлетика секцине çырăнтăм. Тен, урăх кружока та кайма кăмăл пулĕ, - палăртрĕ маттурскер.

Канмалли кунсенче Настя тăван яла, амăшĕпе йăмăкĕ патне васкать, вĕсене хуçалăхра пулăшма тăрăшать. Пахча хыçĕнчи сада кайма та вăхăт тупать. Кунта вăл лартнă йывăçсем ешереççĕ, тавралăха илем кÿреççĕ.

Ирина КОШКИНА.

 

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика