Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрлăх – тухăç никĕсĕ

08 декабря 2012 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи “Труд” ял хуçалăх кооперативĕ районта вăрлăхпа ĕçлекен хуçалăхсенчен пĕри. Кунта пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенне те, çĕр улминне те çулленех çĕнетсе тăраççĕ. Кăçал çеç, акă, Ульяновскри наукăпа тĕпчев институтĕнчен çурхи туллăн “симбирцид”, сĕллĕн “конкур” сорчĕсене, Питĕр хулинчен “иккĕмĕш çăкăрăн” “аврора”, “невский” сорчĕсене илсе килнĕ. Çавăн пекех хăйсем те сутаççĕ.

Районти хуçалăхсем çеç мар, ыттисем те, ют регионсем те кунта çул хывнă. Шăхаль çĕрĕ çинче ÿснĕ викăна Пушкăрт республикинче те, Кировра та кăмăллаççĕ. Сăмах май, кăçал “Труд” хуçалăхра пăрçа йышши культурăна пĕрремĕш хут горчицăпа хутăш акса ÿстернĕ. Çапла майпа икĕ мулкача харăс тытнă.

– Вика пулса çитес умĕн çĕр çумне выртать, çавăнпа та ăна пуçтарса кĕртме кансĕр. “Раççей ял хуçалăх центрĕ” филиалăн районти уйрăмĕн ертÿçи О. Глухов тата Çĕрпÿри опыт станцийĕнче вăй хуракансем çапла туса пăхма сĕнчĕç. Икĕ культура та ăнса пулчĕ. Горчицăна кăна 28 тонна сутрăмăр, хуçалăх кассине укçи те аванах кĕчĕ. Çитес çул та çак мелпех никĕсе хывасшăн. Вăрлăхсене пĕр-пĕринчен “Петкус” сортировка машинипе уйăртăмăр. Соя ыйтакансем пуррине шута илсе малашне ăна та акасшăн, – тет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н. Матвеев.

Çанталăк сивĕтрĕ пулсан та, хуçалăхра вăй хуракансем паян та пушă тăмаççĕ. Хирти ĕçсем вĕçленнĕ хыççăнах кунта пĕрчĕллĕ культурăсене аллама пуçланă. Кондицие лартас тесе тыр-пула малтан СМ – 4 машинăпа тасатаççĕ, кайран “Петкус” витĕр кăлараççĕ. Çитес çула валли 500 тонна яхăн вăрлăх ха-тĕрлеме палăртнă, вăл шута сутмалли те кĕрет. Сортлакан агрегатсене Н. Потаповпа А. Софронов машинистсем пăхса юсаса тăраççĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика