Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр ытла Авангардпа туслă

08 декабря 2012 г.

Нăрваш Шăхалĕнче пурăнакан В. Митрофанов кăптăрт кăна район хаçачĕн редакцине кĕрсе тăчĕ. Аллинче – “Авангард”. Сакăр- вунă çула капашакан ĕç ветеранĕ ирпе-ирех калем хуçисем патне чĕрре кĕрес шутпа çитмен. Пĕрре пăхсах тирпейлĕ арçын пĕр ÿркенмесĕрех хаçатăн иртнĕ номерне пĕрле çаклатса килнĕ.

– Сирĕн хаçатпа эпĕ çур ĕмĕр ытла туслă. Унăн кашни çĕнĕ номерне чăтăмсăррăн кĕтетĕп. Юлашки вăхăтра ытти статьясемпе пĕрлех усăллă канашсем пичетленни те кăмăллă. Хальхинче, акă, юн пусăмне чакарма палана коньякпа хутăштарса хатĕрленĕ шĕвек питĕ усăллине çырнă. Вăл сĕнÿпе эпир çемьере усă куратпăрах,– кăмăллăн калаçрĕ вулаканăмăр.

Владимир Александрович хăй те пĕр улшăнмасăр “Труд” хуçалăхра 37 çул водительте тăрăшнăран, ытларах çак профессири ырă тĕслĕхлĕ çынсем пирки вулама юратать. Унăн ĕç биографийĕ вара нумай-нумай ĕç паттăрĕсеннипе пĕрешкелех. Салтака кайичченех çамрăк каччă аслисемпе тан тырă вырма çÿренĕ. Çурлине меллĕ тытма пĕлменрен кача пÿрни мĕн чухлĕ хур курман-ши; Автомашина рулĕ умне лариччен чĕлхесĕр янаварпа, вăкăрпа нумай ĕçе хутшăннă: улăм, кĕлте турттарнă, тислĕк тăкнă. “Тимĕр ута çăварлăхланă» хыççăн вара тивĕçлĕ канăва кайичченех груз турттаракан атомашинăпа çÿренĕ. Кирек мĕнле ĕçе те тÿрĕ чунпа пурнăçланă вăл. Ахальтен мар ĕнтĕ социализмла ăмăрту çĕнтерÿçи те пулнă, медаль илме тивĕçнĕ.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика