Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçĕ иксĕлми

12 декабря 2012 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта малашлăхра пĕрремĕш класа кайма хатĕрленекен ачасен кĕскетнĕ кун йĕркипе вĕренекен икĕ ушкăнĕ йĕркеленнĕ. Çак кунсенче 35 шăпăрланăн пысăк савăнăç çитнĕ. Илĕртÿллĕ теттесем, çĕнĕ сĕтел-пукан, хăтлă вырăнсем ачасене кĕтнĕ. Кунти лару-тăру паян кашнинех хĕпĕртеттерет.

Унчченхи пуçламăш классен пÿлĕмĕсене юсаса тивĕçлĕ шая лартнă. Вырăн таврашне çумалли автомат-машина, ваннăй, туалет...пур. Ачасене те, кунта ĕçлекенсене те условисем тивĕçтереççĕ.

Савăнăçа пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, ял поселенийĕн ертÿçи Н. Айкин, шкул директорĕ В. Платонова, ачасемпе ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.

Республикăра 2013 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне 3-7 çулхи ачасене пурне те садикпа тивĕçтерме, 1,5чченхисен ыйтăвне вара 2015 çулччен татса пама палăртнă». Пирĕн район та çак тĕллевпех ĕçлет.

Мероприятире Николай Иванович вĕрентÿ системине модернизацилекен программăпа килĕшÿллĕн 2012 çулта районти 5 шкула тĕпрен юсама 13074,5 пин тенкĕ кайнине палăртрĕ. Музыка, ОБЖ, рисовани, инженер класĕсем 343 пин тенкĕлĕх çĕнĕ оборудованисемлĕ пулнă. Технологи кабинечĕсем валли ĕç хатĕрĕсем килсе пыраççĕ. Шкул библиотекисен фончĕ 2198 пин тенкĕлĕх пуянланнă. Пуçламăш тата аслă классен учителĕсем, медицина кабинечĕ валли вĕрентÿпе сывлăха сыхлама май паракан чылай оборудовани килнине те ырламалла.

– Паян эпир çакна Нăрваш Шăхаль вăтам шкул шайĕнче те куçпа курса савăнатпăр. Столовăйĕнчи оборудовани те тĕпренех çĕнелчĕ. Çавна май апат пахалăхĕ лайăхланать. Поварсен ĕçĕ çăмăлланчĕ. Çакнашкал столовăй районта сирĕн тата Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ, Сăкăтри вăтам шкулсенче çеç-ха.

Патăрьелĕнче тата Шăнкăртамра садиксем уçăлнипе те савăнатпăр. Халĕ Тутар Сăкăтĕнче 200 ача вырăнлăх шкулпа парта хушшине ларма хатĕрленекен 40 вырăнлăх садик строительстви пырать,– терĕ кăмăллăн Н. Глухов.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика