24 декабря 2012 г.
Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Иван Васильевичпа Клавдия Алексеевна Михайловсемшĕн иртнĕ кĕçнерни кун харăсах икĕ савăнăç пулнă. Пĕрремĕшĕ – çемье пуçлăхĕ саккăрмĕш теçетке тултарнă, тепри вара ватлăхра шăпа пÿрнипе пĕр-пĕрне суйласа илме Турă çырнă мăшăрĕпе килĕштерсе пурăнни чĕрĕк ĕмĕр çитнĕ. Пилĕк ачапа пĕччен тăрса юлнă арçынна 25 çул каялла чăннипех те аслă пÿлĕхçĕ ырă та ĕçчен, сăпайлă хĕрарăма антарса панă темелле. Малтанласа йывăр самантсене нумай чăтма тивнĕ-тĕр, анчах вĕсене пĕрлехи вăйпа парăнтарнă. Мăшăр ял-йышра та хисеп çĕнсе илнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсене пысăк уявсем ячĕпе район пуçлăхĕ, ял кăлави, çывăх тăванĕсем, ачисем çеç мар, вунă мăнукĕ, мăнукĕсен виçĕ чиперкки чун-чĕререн, ăшшăн саламланă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)