31 августа 2013 г.
Нăрваш Шăхальсем районта, республикăра анчах мар, Раççей тата тĕнче шайĕнче те палăрса тăраççĕ. "Труд" ял хуçалăх предприятийĕ, акă, чылай çул ĕнтĕ малтисен шутĕнче. Ăна 26 çул район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Н. Михайлов ертсе пырать. Ялан çĕнĕлĕх шыракан ертỹçĕ ют çĕр-шывсене кайса çỹрет, вĕсен опычĕпе вырăнта усă курать. Кунсăр пуçне Николай Петрович спортра та пиçĕхнĕ çын. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах ирĕклĕ майпа кĕрешессипе район чемпионĕ пулнăччĕ. Салтакра службăра тăнă чухне те ỹт-пĕве çирĕплетни йывăрлăхсене çĕнме пулăшнă ăна. Çакă халь пурнăçри пăтăрмахсене сирме, хуçалăха аталану çулĕпе илсе пыма май парать.
Шăхальсен ялти культура керменĕ те кĕрлесе анчах тăрать. Унта икĕ художество коллективĕ ĕçлет. "Асамат кĕперĕ" ушкăна С. Фролова ертсе пырать, "Утмăлтурата" _ ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ В. Бородкин. Çавăн пекех театр миниатюрĕсем лартакан "Куккук" пур. Унта çỹрекенсем Апашра иртнĕ конкурсра пурне те тĕлĕнтерсе килчĕç.
Ял территорийĕнче çулталăк тăршшĕпе мĕнле кăна спорт мероприятийĕ пулмасть-ши тата! Акă, В. Бородкин ячĕпе йĕркеленĕ волейбол вăййине кăçал 19-мĕш хут пухăнчĕç. Кунта республикăран килнĕ командăсем те хутшăнчĕç. Валентинăпа Александр Ягуповсене, В. Мулендеева, Н. Ильин-Тукмакова, С. Тукмакова асăнса, Н. Николаева хисеплесе çуллен ăмăртусем иртеççĕ. Раççей тава тивĕçлĕ механизаторне Л. Селиванова асра тытса бригадăра вăй хуракансем волейболла выляççĕ. Кашни çулах Çветтуй Тройцă уявĕ кунхине пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă çамрăк спортсменсен ячĕпе мини-футбол вăййине йĕркелеççĕ. Çакăн пек ăмăрту, Мулендеевсем пуçарнипе, Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнче ирттересси те йăлана кĕрсе пырать. Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ И. Калентьева ячĕпе Раççей шайĕнчи ăмăртăва Владивостокран пуçласа Питĕр, Казахстан таранах килеççĕ.
Кăçал тата шашка-шахмат вăййипе район чемпионĕ те пулнă В. Аксакова асăнса унăн ачисем шашка-шахмат фестивальне пуçтарчĕç. Унта шкул ачисем те, аслă çултисем те хастар хутшăнчĕç.
Ăмăртусем ирттерни çамрăк ăрăва çынсене хисеплеме, ĕçе юратма, йывăрлăхсене чăтма, ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме вĕрентет. Çавăнпах ĕнтĕ Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта ăс пухакансем хушшинче кашни çулах спортăн анлă çулне суйласа илекенсем нумайăн. Кăçал çеç ултă çамрăк _ А. Яковлев, А. Раськин, С. Софронов кĕрешỹçĕсем, Д. Лаврентьев, Н. Шайманова штанга йăтакансем, А. Бородкин велосипедист _ Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормисене пурнăçларĕç. Иртнĕ çул М. Филиппова çамрăк велосипедист тĕнче шайĕнчи ăмăртăва хутшăнчĕ. А. Раськин тĕрлĕ çĕр-шыври тупăшусенче çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçет. О. Терентьева тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан этапсенче икĕ хутчен тăваттăмĕш, пĕринче пĕрремĕш вырăна тухрĕ. И. Калентьева элита спортсменсем хушшинче ăнăçлă ăмăртса çитес Олимп вăййисене хатĕрленет. Çăмăл атлетсен те кăтартăвĕсем начар мар. О. Адикина 2005 çулта Мускав хулинче ту çинелле чупса хăпарса пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. В. Едифанов 2008 çулта Раççей шайĕнчи турнирта 800 метра чупассипе _ виççĕмĕш, 1500 метрта тăваттăмĕш тухрĕ. Çакăнтах К. Филиппова асăннă дистанцисенче виççĕмĕш çитнĕ. И. Петрова Челябинск хулинче иртнĕ ăмăртура Раççейре 7-мĕш тăнă. Тепĕр çамрăк хĕр ача та _ К. Егорова _ республикăра 100, 200, 400, 800 метрлă дистанцисенче малтисен ретĕнче.
Шкулта ăс пухакан спортсменсем вĕренỹре те ĕлкĕрсе пыраççĕ. Вĕсене педагогсем, класс ертỹçисем яланах пулăшаççĕ, хавхалантараççĕ. Спортри çитĕнỹсенче физкультура учителĕсен те тỹпи пысăк. В. Григорьевпа В. Бородкин мĕн пĕчĕкрен спорта юратма, сывă, тĕрĕс пурнăç йĕркине пăхăнма хăнăхтараççĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕсем _ СССР спорт мастерĕ, Раççей тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Афанасьев, СССР спорт мастерĕ А. Давыдов, Раççей спорт мастерĕ Н. Трифонов тата Т. Кудряшова _ вĕренекенсене спорт тĕсĕсене суйлама, вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшаççĕ. Çакна та палăртса хăварас килет: Нăрваш Шăхаль ял тăрăх команди республикăра ирттерекен ял тăрăхĕсен спартакиадинче 5 хутчен чемпион ятне тивĕçнĕ, пĕр хут виççĕмĕш вырăна тухнă.
В. МИХАЙЛОВ, ĕçпе спорт ветеранĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)