17 августа 2013 г.
Ĕçчен те пултаруллă, тăрăшуллă, лара-тăра пĕлмен çынна вĕлле хурчĕпе танлаштарнине пĕрре мар илтнĕ. Анчах сăмах çаврăнăшне чĕре çывăхне хурса тарăн хакламан-тăр. Ара, вăл пĕрисене мухтаса хавхалантарни, теприсемшĕн ытарлă калани çеç те пулма пултарнă-çке...
Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Вячеслав Александровичпа Елена Федоровна Еловсене вара ылтăнпа юнашар хуракан вĕлле хуртĕнчен чăнласах та телей пỹрнĕ. Районти чылай хуçалăхсенчи утарсен йĕрĕ-пуçĕ те юлман темелле. Вун пилĕк çул каялла хурт-хăмăр ĕçĕнче нимĕн те ăнланман ар вара паян та "Труд" кооперативăн йăхне аламаланма памасть, аталантарсах пырать. Çак пархатарлă та сумлă ĕçре "вăлтине" яраканни те çичĕ ют мар. Вĕсем - Çĕрпỹ районĕнчи Паваркассинче пурăннă анийĕшĕпе унăн тăванĕсем. Вăл паян та пуç таять, çĕнĕ кĕрĕве вĕлле хурчĕ евĕр курасшăн пулса пысăк парне пилленишĕн савăнать.
-Хурт сăхасран хăрасан утар тытаймăн, теççĕ. Малтанласах шалти туйăм мĕн пур иккĕленĕве çĕнтерчĕ. Çăвăрăн йăх-несĕлĕ ĕрчевлĕ те ĕçчен пулни вара çултан-çулах хавхалантарса пычĕ. Мăшăрăмпа хулара пурăнса электрикра, маçтăр пулăшуçинче тăрăшнă вăхăтрах вĕлле хурчĕн "чĕлхине" вĕрентĕм темелле. Пыл хурчĕ хуçине пăхса пыл тунине ĕненсе кашни ĕçе вĕсем пекех тирпейлĕ те тĕплĕн тума тăрăшаттăм. Ĕçе хăнăхиччен çине-çине сăнă ларттарса шыçăнса çỹренисем те сахал пулман. Унсăрăнах утарçă "присягине" йышăнаймăн... Стажер тапхăрĕ ăнăçлă иртнĕ хыççăн вара хамăрăн тупрапа яла килсе тĕплентĕмĕр,- тет Вячеслав Александрович çĕнĕ ĕçе алла илнипе паллаштарса.
Хуçалăх ертỹçи Николай Михайлов ăна тỹрех пысăк ĕç шанса парсан та хăраса ỹкмен зооинженер. Пĕлỹ никĕсĕ çителĕклĕ. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн специалист хăйĕн профильне анлăлатма аслă шкулта тепĕр профессие те алла илнĕ. Каярахрпа тĕрлĕрен вĕрентỹ курсĕсенче пулнă. Ытти вара пĕтĕмпех Турă пани тата ашшĕнчен юлни темелле: вăл плотник та, электрик та, тĕрлĕрен маçтăр та. Пур енлĕ пултарулăхĕ ăна паян кун та пулăшса пырать.
Апрушнай ялĕ çумĕнчи вăрман çывăхĕнче вырнаçнă утара иртен-çỹрен асăрханах ĕнтĕ. Сарă йăрăм çунатлă туссен хỹшшисем кунта кăррипех лараççĕ: çĕре яхăнах çемье! Аякран пăхсан, вĕт ял пекех курăнса ларать. Çирĕм вĕллепе килсе тĕпленнĕ çак вырăна В. Елов хурт-хăмăр ăсти. Вуннăшĕ - хăйĕн, тепĕр çавăн чухлĕ - хуçалăхăн. Кăшт каярахпа тепĕр 35 хушăннă. Ытти вара йăлтах ăста аллинчен тухнă. Утара пыл юхтарнă хыççăн тепĕр кунне çитрĕмĕр. Хисеплĕ мăшăр шăкăл-шăкăл калаçса вĕллери рамăсене тĕрĕслет.
-Кăçал тăрăшни харамах каймарĕ. Çумăрĕ çусах тăрать пулин те самаях пыл илтĕмĕр. Пĕлтĕрхинчен виçĕ хут та ытларах пулчĕ. Пыл сăпасĕччен хуçалăха 800 килограмм леçрĕмĕр, - кăмăллăн калаçаççĕ арăмĕпе упăшки. Тĕпрен илсен, ытти çулсенче те пĕр тоннăран кая мар паха çимĕç илнĕ специалистсем. Хăйсен асĕнчи чи ăнăçлă та тухăçлă çул вара 2008-мĕшĕ пулнă иккен. Ун чухне вĕсем 1,5 тонна пыл туса илнĕ.
-Ĕнен сĕчĕ чĕлхи çинче теççĕ. Вĕлле хурчĕн те çаплах-ши?
-Имлĕ-симлĕ çимĕç хуçисене ĕнепе те, лашапа та танлаштарма пулать. Кирлĕ пек пăхмасан, апатлантармасан, вăл пурăнакан вырăна таса та тирпейлĕ тытмасан мĕн пур вăя парса ĕçлемест, пыл валли кирлĕ нектарсене те йăтмасть, вĕçмест. Тĕрĕссипе вара вĕсем çуркунне пĕрремĕш хут вĕçсе тухсанах хĕле хатĕрленме пуçлатпăр. Хуртсене нихăçан та çурма выçă усрамалла мар. Çавăнпа та эпир кашни йăвине хĕл каçма 10-15 килограмм пыл, ун çумне 7-8 килограмм сахăр, 10 литр сироп, организма лайăх ĕçлеттерме уксус кислоти, вăй хушма "ноземат" хуратпăр. Унсăрăн çăвăр кирлĕ пек ỹсмест, ĕçлемест. Вăй çук чухне хамăрăн та кăмăл урăхла-çке. Малалла калаçăва специалист енне куçарса çемьери вĕçекен, ĕçлекен çăвăрсен, çемье пуçлăхĕн - маткăн, вĕлле хурчĕн аçин-трутенĕн пĕлтерĕшĕ пирки ăнлантарчĕ. Çынсем пурăнакан çемьери пекех çунатлă туссен те кашнийĕн хăйĕн ĕçĕ. Çамрăк çемьесене уйăрса "çурт" лартса парасси вара Вячеслав Александрович хăйĕн пĕрремĕш тивĕçĕ тесе шутлать. Вĕсене вăл сутăн илмест, хĕлле килте хăех ăсталать. Кашни çуркуннех вĕлле çурчĕсен хỹтлĕхне кальци содипе тĕплĕн çуса, лампăпа хĕртсе тасатаççĕ. Тирпейлĕ вырăнта çемье тăруках ăнăçлă ĕçлесе каять иккен. Ун чухне, паллах, утарçăн ĕçĕ те нумай, яваплăхĕ те пысăк.
Паян хурт-хăмăр ĕрчетсе сывлăхшăн сиплĕ продукт илесси хисеплĕ ĕç шутланать. Юлашки çулсенче уйрăм хуçасем, фермер хуçалăхĕсем ял хуçалăхĕн çак отрасльне малалла аталантарассипе ăнăçлă ĕçлеççĕ темелле. Хальхи вăхăтра та йышĕ сахалах мар: тăватă пинрен те иртнĕ. Эппин, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакан халăхăн тăхăр пайĕнчен пĕри сывлăхшăн техĕмлĕ пылпа чей ĕçет тесе шанчăклах çирĕплетме пултаратпăр. Ĕлĕк-авалхи ремесла пирĕн районта чăн малтан вăрман тăрăхĕнчи ялсенче вăйлă аталаннă. Тĕрĕссипе, халĕ те çаплах. Историнчен çакă паллă. Вĕлле хуртне тытакансем пуçласа юманпа çăка йывăçĕсенчен хăвăл кăларса 1,5 _ 2 метр çỹллĕш, алă тунинчен те хулăмрах хỹтлĕхсем тунă, вĕсене йывăçсем çине çакнă. Паянхи евĕр рамкăллă вĕллесене пурнăç улшăнса пынăçемĕн çеç ăсталама пикеннĕ.
А. ЕГОРОВА.
Сăмах май каласан...
Сиплĕ пыл сывлăхшăн питĕ усăллă. Вăл çыннăн шалти органĕсене лайăх ĕçлеттерме пулăшать, юн тытăмне çĕнетет, иммунитета пысăклатать, вăй-хал хушать, ватăласран сыхлать... Сипленнĕ чухне ăна ирĕлтерсе усă курма тăрăшмалла. Ун пек чухне вăл юна хăвăрт куçать. Каçсерен ыйхă килмен, пыршăлăх лайăх ĕçлемен чухне усăллă. Пĕр апат кашăкĕ чухлĕ пыла пĕр стакан ăшă шывра ирĕлтермелле те çывăрас умĕн ĕçмелле. Ăна пĕчĕк кашăкпа ачана парсан та юрать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)