Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ирина Калентьева парнисемшĕн

17 августа 2013 г.

Нăрваш Шăхалĕнче августăн 11-мĕшĕнче çак ялта çуралса ỹснĕ Раççей спорчĕн тава тивĕçлĕ мастерĕ, тĕнче чемпионки И. Калентьева (Ягупова) ячĕпе маунтинбайкăн кросс-кантри дисциплинипе ăмăрту иртрĕ. Унта тăватă регионтан килнĕ 7 команда, (150 яхăн çын), хутшăнчĕ.

Старта чи малтан 2001 çулта çуралнă тата кăшт кĕçĕнрех спортсменсем тăчĕç. Хĕр ачасем 5 çухрăма тĕрлĕ чăрмавсене парăнтарса ярăнса тухрĕç. Финиша чи малтан Чулхуларан килнĕ А. Гмырочкина çитрĕ. Пирĕн ентеш А. Тукмакова иккĕмĕш тухрĕ.

Арçын ачасем 10 çухрăма парăнтарчĕç. Вĕсенчен малти вырăнсене Вăрмар районĕнчи О. Николаевпа А. Горшков тата Н. Веденеев (Çĕнĕ Шупашкар) йышăнчĕç.

1999- 2001 çулсенче çут тĕнчене килнисем хушшинчи ăмăрту питĕ интереслĕ иртрĕ. Кунта пирĕн район чысне хỹтĕлекен М. Ермолаева дистанцие виççĕмĕш килчĕ. Çамрăк каччăсем хушшинче чемпион ятне Бор хулинчен килнĕ Ю. Кузьмин тивĕçрĕ.

Аслăрах хĕрсемпе каччăсен (1997 - 1998) опыт пурри тỹрех сисĕнчĕ. Çырмасене хăпарнă, аннă чухне вăйĕсене тĕрĕс усă курма тăрăшрĕç. Йывăрлăхсене çĕнтерсе финиша кăçал вĕренекенсем хушшинче Ижевск хулинче ирттернĕ çуллахи Спартакиадăн чемпионки, спорт мастерĕн кандидачĕ, Санкт-Петербург командишĕн ăмăртакан Нăрваш Шăхаль хĕрĕ К. Ильина чи лайăх результат кăтартрĕ. Каччăсенчен И. Лебедев (Шупашкар), И. Осипов (Çĕнĕ Шупашкар) тата С. Осипов (Турхан) чи маттуррисем пулчĕç.

16-18 çулти велосипедистсенчен Турханта çуралса ỹснĕ А. Осипов пьедесталăн чи çỹллĕ картлаçĕ çине тăма тивĕçрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене С. Лукьяновпа (Шупашкар) А. Яковлев (Çĕнĕ Шупашкар) пайларĕç.

Маунтинбайк ăмăртăвне 1994 çулхи тата аслăрах хĕрарăмсемпе арçынсем вĕçлерĕç. 25 çухрăмлă дистанцире А. Терентьева (Шупашкар) çитекен пулмарĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр спортсменсем вĕçне çитиех тупăшма вăй çитереймерĕç. Хĕрарăмсенчен иккĕн çеç старта тухрĕç. А. Осипова (Тольятти) пĕрремĕш, Е. Гусарова (Шупашкар) иккĕмĕш пулчĕç. Çĕнтерỹçĕсене хаклă парнесем парса чысларĕç.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика