07 августа 2013 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулăн 4-мĕш класне çĕнĕ вĕренỹ çулне 16 ача килет. Туслăн, килĕштерсе пĕлỹ пухаççĕ вĕсем. Вĕреннĕ вăхăтра та, каннă чухне те пĕрле. Иртнĕ çул çак шăпăрлансем килĕсенче ăмăртса арпус ỹстернĕ. Кĕр мăнтăрĕпе конкурс ирттернĕ. Çĕнтерỹçĕсем район шайне те тухнă. Кунта П. Павлов "Симĕс планета- 2012" тупăшура виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çакă тус-юлташĕсене те савăнтарнă. Хавхалану ачасенче кăçал та сỹнмен. Халĕ кашнийĕ дыня, кавăн çитĕнтерет. Пĕтĕмлетĕвĕ вара кĕркунне пулĕ. Шкулта илнĕ пĕлỹпе усă курса çĕр çинче тĕпчеве малалла тăсни наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнма май парать. Сăмах май, Çут çанталăка хỹтĕлемелли çулталăка ачасем çул пуçламăшĕнчех кỹлĕннĕ. Шкул пахчинче сырăшсем туса çакнă. Унта куллен апат юлашкисене хурса хамăр патăрта хĕл каçакан вĕçен кайăксене тăрантарнă.
Тăван тавралăхпа киленессине мала хурать çитĕнекен ăру. Шкулта ачасен сывлăхне çуллахи каникул вăхăтĕнче çирĕплетмешкĕн йĕркеленĕ лагере çỹрекенсем Ырçем пĕве патне темиçе хутчен те кайрĕç. Уçă сывлăшра выляма, конкурссем ирттерме лайăх. Класпа пулă шỹрпи те сахал мар пĕçерсе çинĕ. Ун чухне вара О. Васильева класс ертỹçи ачасен ашшă-амăшне те явăçтарать.
-Нăрваш Шăхаль кинĕ пулнăранпа пуçламăш класра вĕрентнисен пĕрремĕш выпускĕ кăçал алла аттестат илчĕ. 20 ытлан вĕсем. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене парса пĕтеричченех шухăшăм çитĕнекен ăру çинчен каймарĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртчĕрех тесе пурăнтăм. Е. Лукьянова, акă, Чăваш патшалăх педагогика университечĕн акăлчан чĕлхине вĕрентекен уйрăма вĕренме кĕнишĕн тем пекех савăнтăм. Хăй те пултаруллă Катя. Вĕренỹре малта, юрра-ташша ăста, - тăван хĕрĕн çитĕнĕвĕ евĕр савăнса каласа парать Ольга Сергеевна.
Канаш районĕнчи Вырăскасси хĕрĕ халĕ Нăрваш Шăхалĕнче пурне те паллать, çывăх пĕлет. Чылайăшĕнпе пухусенче, ял уявĕсенче, ăмăртусенче паллашать. Хăй те спортсмен: волейболла ăста вылять, йĕлтĕрпе хăвăрт ярăнать. Велосипед çине ларма та ỹркенмест. Ху пуçаруллă та кăтартуллă пулмасан епле ачасене тĕслĕх кăтартăн?
Ачисемшĕн те ырă тĕслĕхлĕ амăшĕ. Катьăпа Саша- вĕренỹ отличникĕсем, шкулти, районти конкурссемпе олимпиадăсене хастар хутшăнаççĕ. Ывăлĕ спортра та малта: районти акатуйра велосипедпа чупса пĕрремĕш вырăна тухрĕ.
Çурт хыçĕнчи пахчара та ĕçлеме ỹркенмест çемье. 2 гектарта мĕн кăна çитĕнтермеççĕ-ши!
-Çын хушшинчи ĕçе суйласа илме пĕлнишĕн савăнатăп. Ваттипе те, çамрăккипе те сăмах тупма пулать. Çитĕнекен ăрăва та çакнашкал пулса ỹсме хăнăхтарасшăн. Ырри çумне ырă çыпăçтăр, усалли аякка тартăр тетĕп, - тет Ольга Сергеевна. Çавăнпа ачасемпе вĕреннĕ вăхăтра та, каникулта та ĕçлеме ỹркенмест.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)