26 июля 2013 г.
“Турă çырни хапха умне килетех”, - теççĕ. Анчах Ирена Аит Ларби хăйĕн мăшăрне аякра шыраса тупнă. Лувр, Эйфель башни пирки сăмах тапратсан, ахăртнех, пурте çĕр çинчи чи илемлĕ çĕр-шывсенчен пĕрне аса илеççĕ. Франци... Юратупа романтика, капăр керменсем, капашсăр мода “тĕнчи”... Ку çĕр-шыв çыннисем çемьене малти вырăна хуни, ашшĕ-амăшне хисеплени, ачисене юрату ăшшинче ÿстерни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Франци тĕнчери чылай çынна тутлă апат-çимĕçпе тыткăнлать.
Ирена Николаевна Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхальте кун çути курнă. Вăл çемьере виççĕмĕш ача. Шкулта ăс пухнă чухнех унăн акăлчан чĕлхине вĕренес туртăм пулнă. Кĕмĕл медальпе вĕренсе тухнăскер И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн ют чĕлхесен факультетне кĕнĕ. Ун хыççăн пике инçетри Араб Эмиратне çитсе курма тĕв тунă, унтах ĕçлеме юлнă. Малтанах Ирена официантра тăрăшнă. Кайран хăна çурчĕн администраторĕнче вăй хума пуçланă. Çавăнтах вăл пулас мăшăрĕпе Мануэльпа паллашнă. Францирен Эмирата ашшĕ-амăшĕпе канма пынăскер Иренăна куç хывнă. Кану кунĕсем вĕçленсен Мануэль тăван тăрăхне таврăннă. Çапах çыхăну татăлман: вĕсем Интернет урлă çыру вĕçтернĕ, хушăран телефонпа та калаçнă. Ирена Эмиратран Катар çĕр-шывĕн тĕп хулине Дохăна куçса кайнă, унта ĕç тупнă. Çулталăкран, отпуск парсан Францие вĕçнĕ. Мануэль Мароккăри Марракеш хулинчи хăна çуртĕнче ĕç ертÿçинче тăрмашнă, Иренăна та кунта чĕннĕ, хăйĕн çумĕ пулма сĕннĕ. Вăл килĕшнĕ. Темиçе çул тус-юлташлă пулнă хыççăн француз каччи чăваш чиперккине мăшăрĕ пулма ыйтнă. Ирена Раççее таврăнсан ашшĕ-амăшĕнчен ирĕк ыйтнă. Çывăх çыннисем хирĕçлемен. Çапла Шупашкарти мăшăрлану керменĕнче Ирена Айкинăпа Мануэль Аит Ларби çемйи чăмăртаннă. Çырăннă хыççăн çĕнĕ çынсемпе мĕн пур тăванĕ Атăл тăрăх теплоходпа ярăнса савăннă. Тепĕр кунхине çамрăк мăшăр Иренăн ашшĕпе амăшĕ пурăнакан яла çул тытнă. Мануэль ашшĕпе пĕр тăванĕн ачи те Юхмапа Пăла тăрăхне çитсе курнă. Аякри хăнасене Иренăн ашшĕ-амăшĕ Николай Михайловичпа Галина Гавриловна, тăванĕсем хапăл туса кĕтсе илнĕ. Килти хуçалăхпа, ялпа паллаштарнă, çывăхри вăрмана илсе кайнă. Калаçнă чухне чăрмавсем сиксе тухнах ĕнтĕ. Тăлмачăсем çумрах пулнă. Мануэль тăванĕ, Мускавра вĕреннĕскер, вырăсла çăмăллăнах калаçнă. Ирена та куçарса пулăшнă. Чăваш Республикинче кĕрленĕ туй Францире тăсăлнă. Иренăн аппăшĕ Лена çеç çав уявра пулса курнă.
Францие пурăнма куçсанах пĕр чăрмав сиксе тухнă: чĕлхе вĕренмелле. Французсем акăлчанла пуплеме кăмăлласах каймаççĕ иккен. Ĕçе вырнаçас пулсан та французла лайăх пĕлмелле. Ирена малтанах вырăнти пĕр фермер патĕнче иçĕм çырли пуçтарса укçа тунă.
- Çавăн чухне ялта пурăнакан французсем çав тери тарават пулнинчен питĕ тĕлĕнтĕм, - каласа кăтартрĕ Ирена Аит Ларби.
Хĕлле вăл Куршевель хулинчен инçех мар вырнаçнă Мерибель курортра ĕç тупнă. Сăрт-ту çинче йĕлтĕрпе пĕрремĕш хут ярăннă.
- Кунта ĕçленĕ чухне майĕпен французла калаçма вĕрентĕм. Акăлчанла пуплесен мана никам та ăнланмастчĕ.
Халĕ Ирена акăлчанла çеç мар, нимĕçле те, французла та çăмăллăнах калаçать. Унăн мăшăрĕ те виçĕ чĕлхепе пуплет.
Франци Германипе, Бельгипе тата Люксембургпа кÿршĕллĕ. Люксембургра Иренăн мăшăрĕ Мануэль ĕçленĕ. Арăмĕ патне вăл кашни виçĕ эрнерен килсе çÿренĕ. Курортра ĕçлесе опыт пухнă хыççăн Ирена хăна çуртне вырнаçнă.
- Кашни кунах пĕр çĕр-шывран теприне автобуспа çÿретĕп. Пĕр енне кайма 40 минут кирлĕ. Ман пек çÿрекен пайтах, мĕншĕн тесен Люксембургра ĕç укçи пысăк, пурăнма вара ытти çĕр-шывра йÿнĕрех. Европăри пурнăç пирки ыйтсан яланах çухалса каятăп, - чунне уçрĕ чăваш хĕрĕ. - Кунти çынсем ăшă кăмăллă, тарават. Çут çанталăк питĕ тирпейлĕ. Анчах французсем Раççейри пек вăрмана çырла пуçтарма нихăçан та çÿремеççĕ. Хăш чухне çырла татма тăратăп та мана ятлаççĕ. Çырла таса мар, вĕсене пачах çиме юрамасть имĕш. Канмалли кунсенче кунти çынсем ашшĕ-амăшĕ патне хăнана çÿреççĕ. Çуллахи вăхăтра пурте отпуска каяççĕ. Французсем хăйсен çĕр-шывĕнчех канма юратаççĕ: кунта тинĕс те, сăрт-ту та пур. Кăнтăр енче пурăнакансем ырă кăмăлĕпе палăрса тăраççĕ. Пĕтĕмĕшле каласан, французсем хăйсен патшалăхне юратаççĕ: çут çанталăка та, истори палăкĕсене те сыхлаççĕ. Францире, Раççейри пекех, ача сачĕсенче вырăн çитмест, патшалăх урăх çĕр-шывран килнисемпе “çапăçать”. Çапах пурăнма аван.
2012 çулта Аит Ларби çемйине йыш хушăннă: ывăл çуралнă. Чун тĕпренчĕкне ашшĕ-амăшĕ Иван ят панă. Ку ят Раççейре çеç мар, Францире те анлă сарăлнă. Халĕ Ваня 9 уйăхра çеç пулин те ашшĕ-амăшĕ ăна пилĕк чĕлхепе калаçма вĕрентет. Çав шутра - француз, нимĕç, акăлчан, вырăс тата чăваш чĕлхисем. Нумаях пулмасть Ирена ĕçе тухнă. Аит Ларбисем Раççее килкелесе çÿреççĕ. Пĕчĕк Иван та кукашшĕ-кукамăшĕ патĕнче пулса курнă.
Ирена ют çĕр-шыв çыннипе çемье çавăрма тĕлĕкре те тĕлленмен. Халĕ вăл телейлĕ: унăн чунран юратакан мăшăрĕ тата вĕсен ăшшинче çуралнă пĕчĕк ывăл пур. Кун пек чухне пурнăçри йывăрлăхсене парăнтарма чылай çăмăлрах.
Ирина КОШКИНА.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"