26 июля 2013 г.
Надежда Раськинăпа Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль клубĕнче тĕл пулма калаçса татăлтăмăр. Хĕрарăм нумай кĕттермерĕ. Палăртнă сехетре урамра икĕ кустăрмаллă “урхамах” сасси илтĕнчĕ. Надежда Васильевна кÿршĕ ялтан скутерпа вĕçтерсе çитрĕ. Аллинче - хутаç. Унти “пуянлăха” курсан чĕрем савăнăçпа тулчĕ.
- Акă тухья та, хушпу та пур. Чăваш хĕрарăмĕн капăр çи-пуçĕ, - сăмах хушрĕ Надежда Васильевна.
Вăл тухья-хушпу, ытти алка-вăчăра ăсталама кăмăллать. Мĕнрен пуçланнă-ха çак ĕç?
- Ачасене пăхнă чухне çĕлеме, çыхма вĕрентĕм. Вĕсен пуканисем валли тумтир хатĕрлеттĕм. Ун чухне эпир Чĕмпĕрте пурăнаттăмăр. Кайран Патăрьел районĕнчи Вăрманхĕрри Шăхальне таврăнтăмăр. Ахаль ларман эпĕ: хора юрлама çÿренĕ. Ал ĕçне питĕ юрататăп. Тен, çавăнпах тухья-хушпу тата ытти япала ăсталас килчĕ.
Малтанах Надежда Раськина пуканесем валли пĕчĕк тухьясем тунă. Çавăн евĕррисене хатĕрлеме йывăрах мар-мĕн. Чи пĕрремĕш тухйисене хăех эрешленĕ пулсан кайран çĕннине пĕлес тĕллевпе кÿршĕ районсенчи ăстасем патне çÿренĕ, вĕсенчен вĕреннĕ. Пĕлтĕр Шупашкарти ятарлă курса та кайнă вăл.
Пултаруллă çын кирек ăçта та пултаруллă. Надежда Васильевна Светлана Фролова ертсе пыракан “Асамат кĕперĕ” ансамбле çÿрет. Икĕ çул каялла вĕсем Шупашкарта иртнĕ “Ай, юрлар-и?” конкурс-фестивале хутшăнса лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Надежда Васильевна хăй “Ылтăн алăсем” кружок ертсе пырать.
- Хĕлле ĕç сахал та пушă вăхăт нумай. Кружока çÿрекенсемпе Вăрманхĕрри Шăхаль библиотекине кашни кунах çул тытатпăр. Малтанах хушпу ăсталарăмăр, кăçал - тухья. Çак ĕçе чылай çынна вĕрентрĕм. Акă “Утмăл турат” ансамбле çÿрекен хĕрарăмсем çак капăрлăха хăйсем валли ăсталарĕç. Аниса Шлаевăпа, Алевтина Ивановăпа, Галина Айкинăпа, Валентина Ивановăпа тĕрлĕ тĕрĕ, ÿкерчĕксем тупса тухьясене, масмаксене эрешпе хитрелететпĕр, - калаçу çăмхине сÿтрĕ кружок ертÿçи.
Ал ăстин ĕçĕсене кăмăллакан пайтах. Чăваш хĕрĕсемпе хĕрарăмĕсен илемлĕ çи-пуçне ял уявĕнче çулленех курма май пур. Малтан хатĕрленĕ тухьясене клуб ĕçченĕсем уяв, концерт ирттерме илнĕ. Пĕррехинче Мускавран тăван тăрăха хăнана килнĕ пĕр хĕрарăм Надежда Васильевнăна эрешленĕ тухья-хушпу, тевет, масмак... туса пама ыйтнă. Кÿршĕ районсенчен те саккас пама килеççĕ-мĕн. Кивĕ тухьясене çĕнетме ыйтакансем те пур.
Çак ĕçре ăстана юратнă мăшăрĕпе ачисем пулăшаççĕ.
- Мăшăрăм Виталий мана вак укçасене шăтарса парать. Вăл та çак ĕçпе “чирлесе” кайрĕ. Пĕрре ларса 2000 укçа шăтарать. Пĕр тата пилĕк пуслăххисене пухатпăр. Пĕррехинче Виталий Канаша юлташĕ патне кайса чылай вак укçа илсе килчĕ.
Хĕрĕ Ирина та алă ĕçне хастар. Вăл Çĕнĕ Шупашкарти 15-мĕш училищĕре çак енпе вĕреннĕ. Çĕвĕ машинипе çи-пуç çĕлет.
- Ватлăх енне сулăнсан вăл та ман пекех илемлĕ япаласем ăсталасса шанатăп, - палăртрĕ Надежда Васильевна.
Çуллахи вăхăтра та алă усса лармасть вăл. Килти ĕçсене часрах вĕçлесе йăлтăркка шăрçасемпе вак укçасем патне васкать.
- Кăмăлтан ĕçлетĕп, - сăмахне вĕçлерĕ ал ăсти. Ку тĕрĕсех!
Ирина КОШКИНА.
Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"