Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район чемпионĕсене асăнса

13 июля 2013 г.

 Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕн стадионĕ çу каçа та пушă тăмасть. Хальхинче вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă çамрăк спортсменсене асăнса улттăмĕш хут мини-футбол турнирĕ иртрĕ. Вĕсем пурте спортăн тĕрлĕ енĕпе район чемпионĕсем пулнă.

Ăмăртăва ултă команда хутшăнчĕ. Спорт уявне ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н. Айкин, унччен шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ В. Бородкин, отставкăри çар майорĕ Г. Григорьев, юлташĕсем, тăванĕсем сăмах каласа уçрĕç. Командăсене икĕ ушкăна пайласа вăйăсем пуçланчĕç. "А" ушкăнра "Пулевей", "Норваши", "ул. Молодцыгина", "Б" ушкăнра "Стоматолог", "Школьники", "ул. Оборжа" пулчĕç. Чемпион ячĕшĕн Шупашкарти "Стоматолог" тата "ул. Молодцыгина" командăсем тупăшрĕç. Тĕл пулу питĕ интереслĕ, çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Футболистсем кашни мечĕкшĕн çине тăчĕç. Молодцыгин урамĕнчи командăра вылякан В. Ахмеев гол кĕртни хăнасене пăлхантарса ямарĕ. Пĕрремĕш тапхăр вĕçленнĕ тĕле 1:1 шут пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче "Стоматолог" команда вăйлăраххи палăрчĕ. Вăйă вĕçленме пĕр минут юлсан Д. Лаврентьев çĕнтерỹ голне тапса кĕртрĕ. Вĕсем виççĕмĕш хут чемпион ятне тата куçса çỹрекен кубока çĕнсе илчĕç. Номинацисем тăрăх "Чи лайăх вылякан" ята Д. Лаврентьев, "Чи лайăх тапăнса вылякан"- А. Крылов, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" - Н. Смирнов, "Чи лайăх вратать" ята В. Мыльников тивĕçрĕç.

В. БОРОДКИН, ăмăртăвăн тĕп судйи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика