15 июня 2013 г.
КУ чухне çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те çи-пуçсенчен атă-пушмак ытларах çĕтĕлет. Туянатăн çеç _ "çăварне" карса пăрахать е кĕлли чалăшать. Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан Виталий Раськинăн ку тĕлĕшпе пуçĕ сахалтарах ыратать. Апăрша арçынни май уйăхĕнчен пуçласа хура кĕркуннечченех урамра çара уран çỹрет. Пушмаксăрах хăнана, лавккана каять, район центрне çеç мар, Шупашкара та çитет. 65 çулти асатте çирĕм çул çак йĕркепе пиçĕхет-мĕн. Хаçат редакцине те пĕр вăтанмасăрах çара уран килсе кĕчĕ. Пилĕк ача ашшĕ çак пуçарăва çынна калаçтарас, култарас тесе пикенмен. Мĕн пур нерва клеткисем ура тупанĕнче пулнине шута илсе çакскер организмри чулсене çапла кăларать иккен. Паллах, ун çумне ытти сиплев меслечĕсене те хушать. Виталий Игнатьевич ушкăнне кĕрес текенсем ăна çак ялта çăмăллăнах шыраса тупма пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)