11 июня 2013 г.
НĂРВАШ Шăхалĕнче Молодцыгин ячĕпе хисепленекен урамра ватти те, вĕтти те пурăнать. Çак кунсенче ял, урам хастарĕ Людмина Эриванова кỹршĕ-аршăра пурăнакансене савăнăç кỹме шутланă, ачасен хастарлăхĕпе питĕ интереслĕ концерт хатĕрлесе кăтартнă. Пуçарăва пурнăçа кĕртме вара унăн опычĕ çителĕклĕ: çирĕм çул вăл Культура çурчĕн директорĕнче тăрăшнă, маларах çамрăксен ертỹçи те пулнă. Чун-чĕрери хĕлхемĕ паян та хĕрỹ-ха виçĕ ача амăшĕн. Çывăх вăхăтра вăл çветтуй Троица ячĕпе касрисене юрă-ташăпа савăнтарасшăн. Мĕнрен япăх шухăш?
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)