Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă хĕрĕ паян та вашават

05 июня 2013 г.

 Терентипе Алтатти аппан умлă-хыçлах икĕ хĕр - Праскипе Валентина- çуралчĕç. Кĕçĕнни хыççăн виçĕ çултан пирĕн çĕр-шыв çине нимĕç фашисчĕсем сĕмсĕррĕн тапăнса кĕрсе хаяр вăрçă пуçланчĕ. Ытти пур совет халăхĕ пекех Теренти тете те алла хĕç-пăшал тытрĕ. Вăл вăрçа кайнă кун Алтатти аппан варĕнче тепĕр ача тĕвĕленсе юлнă. Мăшăрĕ ăна "Хĕр çуралсан - Шура, арçын ача пулсан - Александр ятлă хур", тенĕ. Çĕр çине хĕр ача килнĕ. Паллах, ăна ашшĕ ыйтнă пек Шура ят хунă. Анчах та Теренти тете çакна пĕлеймен. Вăл Мускава хỹтĕленĕ çĕрте ĕмĕрлĕхех куçне хупнă. Çак хăрушă хыпара илтсен Алтатти аппа хĕрĕсенчен пăрăнса мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши! Сăпайлă та ĕçчен хĕрарăм лашапа вăрман турттарнă, алă вăйĕпе мăн йывăçсене каснă, хăй валли вут-шанкă хатĕрлесе пỹрт-çурта ăшăтнă. Ачисем ерипен ỹссе çитĕннĕ. Асли - Праски - Канашри медицина училищинче вĕренсе алла диплом илнĕ. Çулсем иртнĕçемĕн Шура та медицина пĕлĕвĕ илнĕ. Аппăшĕпе иккĕшĕ мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак енĕпе ĕçлерĕç, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята, тав хучĕсене тивĕçрĕç.

Валя аппа вара колхоз производствинче вăй хучĕ. Каярахпа пĕр улшăнми Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта техничкăра тăрăшрĕ. Тивĕçлĕ канăва та çакăнтанах кайрĕ. Маларахри çулсенче вĕренỹ çуртĕнче 3-4 сехетсенчех кăмака хутнă. Вут-шанкине те хăйсемех хатĕрленĕ. Шкул дирекцийĕ унăн ĕçĕпе яланах кăмăллă пулнă. Чĕрĕк ĕмĕр ытла ĕçлесе вăл темиçе хутчен те тав хучĕсем илнĕ. Мăшăрĕпе, Анатолий Эривановпа, вĕсем виçĕ ывăл та икĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Анчах мăшăрĕпе пĕр хĕрне çухатни вара нихçан пирчейми суран хăварнă.

Аслă ывăлĕ Саша "Труд" хуçалăхра водитель пулса ĕçлет. Пĕтĕм кăткăс ĕçе, инçе çула ăна шанса яраççĕ. Унăн ĕçĕсемпе хуçалăх ертỹçисем яланах кăмăллă. Ăрăва малалла тăсакансем Людмила мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çуратса аслă çул çине кăларнă. Кукаçипе кукамай та пулнă ĕнтĕ. Çак мăшăрăн тепĕр пархатарлă ен те пур. Кỹршĕри Исаевсен ачисем тăлăха тăрса юлсан, вĕсем пĕр иккĕленсе тăмасăр иккĕшне те хăйсем патне илсе каçнă. Çитĕнекен ăрăва вĕрентсе, тĕрĕс воспитани парса аслă çул çине кăларнă. Андрей çыхăну техникумĕнче пĕлỹ пухнă, салтак пăтти çиме хатĕрленет. Настя вара Шупашкарти пĕр лицейра ăс пухать.

Çемье кăçал тата икĕ çул çурăри Сашăна усрава илчĕ. Чăн-чăн маттурсем. Галя хĕрĕ Шупашкарти педагогика училищинчен вĕренсе тухса Мускавра ĕçлесе пурăнать. Коля медицина енĕпе кайнăччĕ. Республикăри ОМОН отрядĕнче вăй хурать. 1995 çултан пуçласа 18 хутчен çĕр-шыври тĕрлĕ хĕрỹ вырăнта пулнă. Аманнă. Мускаври çар госпитателĕнче сывалса каллех хăйĕн отрядне таврăннă. Николай Эриванов майора правительство орденпа, медальсемпе наградăланă. Вĕсем Светлана мăшăрĕпе, вăл та полици майорĕ, икĕ ача çитĕнтереççĕ. Кĕçĕн ывăлĕ Канашри педагогика училищи хыççăн Патăрьелĕнчи полици уйрăмĕнче ĕçлет. Вăл та майор. Валя аппа, паллах, çак ачисемпе савăнать. Ялта ăна хисеплеççĕ. 

-Мана шкул ачисем халĕ те манмаççĕ. Иртсе çỹренĕ чух яланах сывлăх сунаççĕ,- тет кăмăллăн. 75 çулне паллă турĕ пулин те вашават-ха вăл. Амăшĕ пекех нумай (96 çул) пурăнма ĕмĕтленет. Ĕмĕчĕ пурнăçлантăрах.

В. БОРОДКИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика