Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрă юхрĕ таврана

05 июня 2013 г.

 Çурхи ака-суха ĕçĕсем хыçа юлчĕç ĕнтĕ. Халĕ акнă-лартнă культурăсене лайăх пăхса çитĕнтермелле, паха выльăх апачĕ хатĕрлемелле. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çак тапхăрта ака туй ирттересси йăлана кĕнĕ. Хăш-пĕр ялсенче ăна ачасене хỹтĕлемелли кун ирттерчĕç: ача-пăча та, асли те, ватти те уçланка тухса пĕр йышра савăнчĕ.

Нăрваш Шăхаль ял уявне район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов та хутшăнчĕ. Кунта "Труд" ял хуçалăх кооперативĕн ертỹçи Н. Михайловпа "Шанс" хуçалăх пуçлăхĕ Ю. Григорьев çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе мала тухнисене дипломсем, парнесем пачĕç. Ака чемпионĕсемпе пĕрлех вĕсем выльăх-чĕрлĕх патĕнче вăй хуракансене те чысларĕç. Культура учрежденийĕнче ĕçлекенсем вĕсен ячĕсемпе савăк юрăсем шăратрĕç. "Паттăр" спортшкул воспитанникĕсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

х х х

Ишлĕ ялĕ ытарайми вăрман тăрăхне вырнаçнă. Хĕвеллĕ те ăшă çанталăкра кунта уçă сывлăша кăкăр тулли сывласа илсе киленме пулать. Савăк юрă таврана саланнăран уява халăх та йышлă пухăнчĕ. Пĕчĕккинчен пуçласа ватти таран чăваш, вырăс, ирçе халăх юррисене шăрантарчĕ. Вĕсен хушшинче "Хĕрлĕ палан" ача садне, шкула çỹрекенсем, ĕç ветеранĕсем, культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем те пур. Ял тăрăхĕн хастарĕсене хисеп грамотисемпе чысларĕç.

х х х

Первомайски ял тăрăхĕнче уяв "Шуçăм" фольклор ансамблĕ вăййа тухнипе пуçланчĕ. Ял ĕçченĕсене "Первомайск" тата "Малалла" хуçалăхсен ертỹçи М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, "Сидели" хуçалăх ертỹçи А. Иванов, район больницин тĕп врачĕ А. Емельянов, Первомайски тата Пăлапуç Пашьел ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В. Секретовпа В. Никитин саламларĕç.

Кунта çулленех уявра лашасен ăмăртăвне те йĕркелеççĕ. Кăçал та иртрĕ вăл. Унта кỹршĕллĕ Каçал районĕнчи Шурутран та ăмăртакансем хутшăнчĕç. Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем, алă вăй виçекенсем, чупакансем те йышлăн пулчĕç. Ача-пăча аттракционпа ярăнса, тĕрлĕ вăйă выляса савăнчĕ.

А. ИВАНОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика