01 июня 2013 г.
Çын тăрăшуллă та пултаруллă, анлă тавра курăмлă пулнине пĕлме нумай вăхăт кирлĕ мар. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулти Т. Кузьмина математика учителĕпе калаçу пуçарнă хыççăн хĕрарăм хастар та ĕçчен вĕрентекен, тирпейлĕ те юратнă амăшĕ, мăшăрĕ, шанчăклă та тăрăшуллă юлташ, хисеплĕ ял çынни пулнине айккинчен каламасăрах тĕшмĕртрĕм. "Вăлтине" яма вара ял тăрăх специалисчĕсем пулăшрĕç. "Хаçата çырма чăн-чăнах тивĕçлĕ депутат",- терĕç вĕсем çирĕппĕн.
Халăх шайне тухиччен Тамара Ивановнан хăйне пур енлĕн хатĕрлеме тивнĕ. Никĕсне вара çамрăклах хунă. Кун пирки хăпартланмасăр, сăпайлăн аса илчĕ. Çĕнĕ Ахпỹрт хĕрĕ шкултах ырă енĕпе çеç палăрнă, класра яланах лидер пулнă. Ун чухнех ачасемпе хутшăнса ĕçлес кăмăл сарăлнăçемĕн сарăлса пынă. Хĕрупраçăн пысăк хастарлăхĕ аслă шкулта вĕреннĕ чухне те сĕвĕрĕлмен. Кунта та ăна пилĕк çул пĕр улшăнмасăр староста пулма шаннă. Çавăн пек пысăк хастарлăхпах çамрăк педагог çемье çавăрса çак ялта тымар янă.
-Нăрваш Шăхальте мана суйлав комиссине кĕртрĕç: председатель, секретарь... Иртнĕ суйлавра вара хамăр кассем ял тăрăх депутачĕ пулма суйларĕç. Тивĕçĕ яваплă. Кирек мĕнле ыйтупа та суйлавçă чăн малтан хăй шаннă çынни патне пырать. Иртнĕ кĕркунне, сăмахран, хамăр касра пурăнакансем шăтăк-путăк çула тикĕслес ыйтăва хускатрĕç. Ĕçе кайран-кая хăварса пымарăмăр, çийĕнчех укçа пуçтарса вакă чул турттарса килтĕмĕр, çула тикĕслерĕмĕр. Ку тĕлĕшпе пирĕн кассен хастарлăхĕ, ăнланулăхĕ пысăк. Пуçарăва никам та хирĕçлемест. Çакă чăн малтанах ман умĕн депутат пулса ĕçленĕ М. Николаева учительницăн тивлечĕ тесе шутлатăп. Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлени туйăнать.
Тĕпĕр тĕслĕх пирки каласа хăварам. Манăн участокра ватăсем те сахал мар. Е. Адикина, сăмахран, 83 çулта. Хальхи вăхăтра вăл ялта мар, Çĕпĕрте пурăнать. Унпа тăтăшах çыру çỹрететпĕр. Елен аппа пурнăçăн юлашки кунĕсене хамăр тăрăхрах ирттересшĕн, хамăр масарах кĕресшĕн темелле. Çак тĕллевпе ваттисен çуртне вырнаçасшăн. Ку ыйтупа та тимлетпĕр. Вăл пирĕн суйлавçă çеç мар, ял çынни-çке,- кăмăллăн калаçать Тамара Ивановна.
Депутат малашлăх ĕмĕчĕсемпе те кĕскен паллаштарчĕ. Çавăх вăхăтра вăл хăйĕн округне кĕрекен тепĕр урама çул сарас ыйтăва тапратасшăн. Çак тĕллевпе хăйсен ентешĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ И. Калентьева патне çырупа та тухнă. "Халăх тарçи" пулăшма та шантарнă.
Районти хăш-пĕр поселенисенче территорисене, урамсене, масарсене тасатас ĕçе йĕркелеме урам старостисене те явăçтараççĕ. Çак тĕслĕх Шăнкăртам, Аслă Чемен тата ытти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче уйрăмах лайăх палăрать. Нăрваш Шăхалĕнче вара халăхпа ĕçлекен çакнашкал общественниксем çук. Мĕн-пур тиевĕ депутатсемпе ял хастарĕсем çине пайланать.
Сăмах май каласан... Т. Кузьмина педагог-депутат мăшăрĕпе (вăл та учитель) виçĕ хĕр çитĕнтернĕ. Пурте аслă пĕлỹллĕ. Тамара Ивановна мĕн çамрăкран спортпа туслă: шашкăлла, волейболла выляса республика шайĕнчи ăмăртусене те хутшăнать. Вăл - халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, пилĕк çуллăх ударникĕ... Унсăр пуçне ытти нумай-нумай хисеп грамотисемпе тав хучĕсем те вăл хастаррине çирĕплетеççĕ.
А.ЕГОРОВА.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)