25 мая 2013 г.
Ял артисчĕсем çак кунсенче республика шайĕнчи мероприятие хутшăнчĕç. Я. Ухсай ячĕллĕ культура керменĕнче паллă поэтессăн, Чăваш Республика культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Раиса Васильевна Бородкинан автор каçĕ иртрĕ. Уява Р. Сарпи хăй ертсе пычĕ. Кунта унăн творчествине юратакан çынсем пуçтарăннă, залра лăк тулли халăх. Сцена çинче вара 5-6ри çамрăкран пуçласа 80 çулран иртнисем те еплерех кăна юрăсене илемлĕ шăрантарчĕç. Сăмахĕсем пурте Раиса Васильевнан. Миçе çĕр юрă кĕвĕленĕ-ши композиторсем вăл çырнă сăвăсенчен! Шучĕ те çуккă.
Юрра-кĕвве юратакан ентешĕсем те хăйсен пултарулăхне унта кăтартрĕç. С. Фролова ертсе пыракан "Асамат кĕперĕ" тата В. Бородкинăн "Утмăлтурат" фольклор ушкăнĕсем Шупашкарти артистсенчен пĕрре те кая юлмарĕç. Василий Михайловичăн икĕ юррине шăрантарчĕç вĕсем. Н. Алексеев хор умĕнче юрларĕ. "Сире мухтасшăн эп, атте-анне" юрра хут купăспа сцена çине кăларчĕ автор. Куракан халăх кăмăллăн алă çупрĕ. Вăлах С. Николаеван кĕмĕл сассине ытараймарĕ. Анатри чăвашсен икĕ аркăллă кĕпипе тĕлĕнмелле хитре тĕрленĕ саппунĕсемпе тутăрĕсем çине пăхса савăнчĕç. Н. Эриванов ертсе пыракан "Сăрнай" хĕрарăмсен ансамблĕ Сарпи сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене чуна тыткăнламалла кăларчĕ. Унăн тепĕр ĕçне Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ К. Чекушкина шăрантарчĕ.
Уяв каçĕ кăмăллă иртрĕ. Ентеш пултарулăхĕ кашнинех хăпартлантарма пултарчĕ.
В. МИХАЙЛОВ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)