18 мая 2013 г.
Эпĕ Нăрваш Шăхаль ялĕ районта сумлисенчен пĕри тесе шутлатăп. 16 çул унăн илемĕпе киленсе пурăнатăп. Ял хапхинчен кĕнĕ чухне пире йывăçран касса кăларнă хĕрпе каччă тараватлăн кĕтсе илеççĕ. Пичĕсем çинче "ырă сунатпăр" тесе çырнăн туйăнать. Пĕчĕк ача пулнă чухне эпĕ çакскерсем çут çанталăк ăсталанă илемлĕ кĕлеткесем тесе шутлаттăмччĕ. Айван пулнă мар-и ара! Çут çанталăк, паллах, хăватлă пулăм. Анчах та вăл çуратса янă çын тата та маттуртарах. Çавсенчен пĕри вăл - пирĕн ялти Василий Лазаревич Эриванов. Çав илемлĕ кĕлеткесен авторĕ. Пĕчĕккĕллех вăл йывăçран тĕрлĕ япала ăсталама юратнă. Пурăна киле вара çын çỹллĕш скульптурăсем касса кăларма пуçланă. Унăн алли ăсталанă кĕлеткесене пирĕн районта çеç мар, кỹршĕ Чĕмпĕр облаçĕнче те, Тутар республикинче те курма пулать. Ялти кану паркĕ те Василий Лазаревичăн пархатарлă ĕçĕ. Унти шăнкăр-шăнкăр çăл куç шывне чылайăшĕ ĕçсе чунне кантарнă. Тав сăмахне те пĕрре мар илтнĕ вăл çавăншăн.
Василий Лазаревич скульптор çеç мар, пултаруллă музыкант та, композитор та. Чылай çул вăл шкулта музыка учителĕ пулса ĕçленĕ. Культура çурчĕ çумĕнчи хора та ертсе пынă. 3-4 сасăпа юрлакан юрăсем такам чунне пырса тивмелле шăраннă. Пултаруллă музыканта кỹршĕ Чĕмпĕр облаçĕнче те асăрханă. Вăл унта юрлама юратакансене ертсе пынă. Унăн ĕçĕ-хĕлне телевидени те пĕрре мар çутатнă. "Çынни - пĕрре, ăсталăхĕ - вуннăшăн, - тет Василий Лазаревич пирки хальхи вăхăтра культура çуртĕнче илемлĕх ертỹçи пулса ĕçлекен С. Фролова.
- Вăл çырнă кĕвĕ-çемĕре - пурнăç илемĕ, çут çанталăк пуянлăхĕ, чĕре ыратăвĕ. Вĕсем чуна хумхантараççĕ, пурнăçа юратма, ыр кăмăллă пулма хистеççĕ".
Ăста çын пур енĕпе те талантлă. Василий Лазаревич алли пĕлмен ĕç çук та пулĕ. Вăл пултаруллă ỹнерçĕ пулнине çемье архивĕпе паллашнă чухне ăнланса илтĕмĕр. Ашшĕн алăпа ỹкернĕ сăн ỹкерчĕкĕ çумĕнче паллă çынсен портречĕсене те курма май килчĕ.
Василий Лазаревич мĕн тунипе анчах çырлахасшăн мар. Ĕмĕчĕсем пысăк унăн. Хăйĕн юратнă ĕçне малалла та тăсасшăн. Вăл ăсталанă илемлĕ кĕлеткесем, чуна пырса тивекен "кĕввисем" чăваш халăхĕн ылтăн фондне кĕрсе юласса шанас килет.
К.МИТРОФАНОВА, вĕренекен.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)