Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улмисĕр сĕтел пуян мар

18 мая 2013 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ял хуçалăх предприятинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ. Халь кунта вăй хуракансем çĕр улми лартаççĕ. Кăçал "иккĕмĕш çăкăра" 120 гектарта ỹстерме палăртнă. Лаптăка пĕлтĕрхинчен 20 гектар пысăклатнă. Ĕнерхи кун тĕлне 50 гектара яхăн никĕсе хывнă. - Тухăç мĕнле пуласси 80 процент вăрлăхран килет. Эпир пур культурăнне те çулленех çĕнетсе тăратпăр. Пĕлтĕр Ленинград облаçĕнчен çĕр улмин "аврора" сортне туяннăччĕ. Ăна лартса пĕтертĕмĕр. Вăл 27 гектар йышăнчĕ. Кăçал Иваново облаçĕнчен 20 тонна "ред-скарлетт" илсе килтĕмĕр. Ытти сортсем те çамрăк, - пĕлтерет хуçалăхăн тĕп агрономĕ Н. Матвеев тымар çимĕç мĕнле лартăннине тĕрĕсленĕ май. Çĕр улми анинче ĕç вĕресе çеç тăрать. Техника сасси самантлăха та лăпланмасть. Ашшĕпе ывăлĕ - Александрпа Олег Егоровсем - пĕр-пĕрне улăштарса тăрăшаççĕ. Иккĕшĕн те опычĕсем пысăк. Вăрлăха яровизацине кăларнă çĕртен машинăсемпе турттарса килеççĕ. Лартнă чухнех хутăш удобренипе тата колорадо нăррипе тымар хуртĕнчен "Престиж" препаратпа усă кураççĕ. Нăрваш Шăхаль çĕрĕ çинчех вырнаçнă тулли мар яваплă "Шанс" агрофирмăра та "иккĕмĕш çăкăра" лартма пуçăннă. Вăл 95 гектар йышăнмалла пулсан 40 гектарта ĕçе вĕçленĕ. - А. Яковлев тракторист кунне 10-11 гектар лартать. Ĕçе тĕплĕ тăвать. Ăна С. Шалтыновпа П. Исаев пулăшаççĕ. Çанталăк лайăх тăрсан тепĕр 5-6 кунтан вĕçлетпĕр, - тет пĕрлешỹ директорĕ Ю. Григорьев хирти лару-тăрупа кĕскен паллаштарса. О. ПАВЛОВА.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика