Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уй-хир хыпарĕсем

15 мая 2013 г.

 

 Хирте тракторсен сассисем кĕрлесе çеç тăраççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене районĕпе 11327 гектар е 86,1 процент акнă. 13 хуçалăхра тĕш тырра никĕсе хывса пĕтернĕ. Ĕçе кал-кал пыма çĕр пĕр пек пиçменни чăрмантарать.

"Малалла", "Сидели", "Батыревский", "Труд", "Красное знамя", "Исток", "Батырь", "Шанс", "Движение", "Корма" хуçалăхсенче "иккĕмĕш çăкăра" турă аллине параççĕ.

"Исток" агрофирма сахăр кăшманĕ акассине вĕçленĕ. Вăл кăçал та пĕлтĕрхи пекех 300 гектар йышăнать.

Ленин ячĕллĕ агрофирмăра хĕвел çаврăнăш 40 гектар никĕсе хывнă. Хĕрлĕ кăшман - 41, кишĕр - 79, сухан вăрлăхĕ 128 гектар акнă, сухан 1 гектар лартнă.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика