Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акăлчан юррисен фестивалĕ

15 мая 2013 г.

 

 Акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен районти ассоциацийĕн планĕпе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ шкулта юрăсен конкурсĕ иртрĕ.

Унта кĕçĕн классенче вĕренекенсем хушшинче Аслă Чементи вăтам шкулти В. Капитонова пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Тутар Сăкăтĕнчи В. Салихова иккĕмĕш, вырăнти Л. Яфизова виççĕмĕш тухрĕç.

Вăтам ушкăнра юрлакансенчен комисси членĕсем пĕр шухăшлă пулса Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулти К. Кондратьевăна пĕрремĕш вырăна пама йышăнчĕç. Тĕлĕнмелле илемлĕ шăрантарчĕ Кристина юррине.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Т. Пушкинăпа А. Щербакова иккĕмĕш, Туçари И. Захаровапа Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Петрова виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

Аслă ушкăнра юрлакансенчен çĕнтерỹçĕсене палăртма çав тери йывăр пулчĕ. Пĕри тепринчен илемлĕрех шăрантарма тăрăшрĕ. Нумайăшĕ юрăсене ташăсемпе, презентацисемпе пуянлатрĕ. Пĕрремĕш вырăна тивĕçлипех Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Эльзăпа Энже Басыровасем тата А. Туктина йышăнчĕç.

Аслă Чементи вăтам шкулти М. Латышова, Нăрваш Шăхалĕнчен килнĕ М. Алексеева, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Л. Сультеевапа Д. Юнусова, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Шулаева иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

Тутар Сăкăтĕнчи В. Алимовапа З. Шарафутдинова, Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти И. Яфизова, Феизов ячĕпе хисепленекен шкулти Д. Купкенова, Сăкăтри вăтам шкулти К. Убасева, Туçари вăтам шкултан килнĕ А. Воробьева тата Аслă Арапуçĕнчи А. Чернова - виççĕмĕшĕнче. Комисси членĕ, акăлчан чĕлхипе вĕрентекен Э. Карягина конкурса хутшăнакансене саламланă май, çулсерен ачасен чĕлхи лайăхланса пынине палăртрĕ.

Вĕрентỹ пайĕн методисчĕ Л. Базунова юрăçсен лайăх енĕсемсĕр пуçне çитменлĕхĕсем çинче те чарăнса тăчĕ. Мала тухнисене вĕрентỹ пайĕн методисчĕ А. Мифтахутдинова грамотăсемпе чысларĕ.

Н. КОШЕЛЕВА



Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика