Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕн юбилейĕ

15 мая 2013 г.

 Вăрманхĕрри Шăхалĕнче пурăнакан А. И. Григорьева вăрçă ветеранĕн майăн 9-мĕшĕнче икĕ уяв пулнă: Çĕнтерỹ кунĕ тата çуралнă кун. Фронтовик 93 çул тултарнă. Çак ятпа Анна Ивановнана саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, ЧР Патшалăх Канашĕн председателĕн çумĕ О. Мешков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, Нăрваш Шăхаль ял тăрăх пуçлăхĕ Н. Айкин тата ытти хисеплĕ çынсем килнĕ. Сумлă хăнасем ветерана паллă кун ячĕпе саламласа асăнмалăх парне тата чечек çыххи панă, нумай çул ачисемпе мăнукĕсене хавхалантарса пурăнма сывлăх суннă.

Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине 501 çын хутшăннă. Вĕсенчен çурри тăван ялне каялла килеймен. Таврăннисенчен те йышĕ чаксах пырать. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕнче ултă ветеран пурăнать: Н. Авинов, А. Григорьева, И. Калля, В. Кошкин, В. Раськин, В. Яковлев. Вăл шутра Вăрманхĕрри Шăхалĕнчен шурă çỹçлĕ виçĕ салтак-ветеран.

А. Григорьева пирки çакна каламалла: хресчен хĕрĕ çамрăкранах ĕçчен те тỹрĕ чунлă пулса ỹснĕ. Пĕве çитсен чиперкке хăйĕн ĕмĕчĕ пурнăçланасса кĕтнĕ. Анчах... 1942 çулхи октярьте чăваш хĕрне çар ретне илеççĕ. Вырăс чĕлхине йывăр пĕлнĕрен Аннăна малтанласа салтаксем хушшинче çăмăлах пулман. Кирек мĕнле ĕçе те çине тăракан хĕр, связист ĕçне хăнăхнă. 1943 çултанпа вăл Ленинград фронтĕнчи службăра пулнă.

Çар заданийĕсене кăтартуллă пурнăçласа Анна Ивановна сахал мар награда çĕнсе илнĕ. Вĕсем - унăн мăнаçлăхĕ, вăрçăри ĕçне хаклани. Хальхи вăхăтра ачисемпе мăнукĕсем çеç мар, мăнукĕн ачисем те кукамăшĕ-асламăшĕпе савăнаççĕ, мухтанаççĕ, ăна çĕре çити пуç тайса тав тăваççĕ. "Тата нумай çул пурăнсамăр пире савăнтарса",_ теççĕ вĕсем ăна ăшшăн çупăрласа.

М. ВОЛКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика