05 декабря 2012 г.
Елчĕк районĕнчи Аслă Пăла Тимешри культура çуртĕнче йывăр атлетика енĕпе СССР спорт мастерне И. Портнова халалласа республика турнирĕ иртрĕ. Унта 150 ытла спортсмен хутшăнчĕ. Хăйсен виçисенче С. Мышов, Е. Сымкин, В. Фомин, В. Леонтьев (Алманчă), А. Адикин, Л. Николаева, Н. Шайманова, М. Камасова (Нăрваш Шăхаль), И. Исаева (професси училищи) пĕрремĕш вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсенче те район чысне хÿтĕлекенсем йышлă пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсене кубоксемпе, дипломсемпе тата хаклă парнесемпе чысларĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)