Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕр йывăр кĕлтесемпе илемлĕ

14 ноября 2012 г.

Кĕрхи ĕçсем вĕçленсен районта çулленех ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Кăçал вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн тепĕр паллă пулăмпа – районăн 85 çулхи юбилейĕпе – пĕрле килчĕ. Савăнăçлă мероприяти Патăрьелĕнчи Культурăпа кану центрĕнче иртрĕ. Унта ЧР Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ С. Енилина, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, “Россельхозцентр” федераци учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн ертÿçи Н. Малов, организаци-предприяти ертÿçисемпе хуçалăхра вăй хуракансем, ветерансем тата ыттисем те хутшăнчĕç. Ĕç кăтартăвĕсемпе район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ М. Калмыков паллаштарчĕ.

Кĕрхи кун кĕлтеллĕ, теççĕ. Анчах мĕн акнине, лартнине пухса кĕртиччен нумай тар тăкмалла. Çанталăкĕ те ялан çĕр ĕçченĕ майлă мар. Пĕр çул шăрăх çунтарать пулсан, тепринче çумăрĕ мачча кашти хуçăлнă пек лÿшкет. Кăçал та тÿперен пĕр вĕçĕм шĕпĕртетсе тăнипе вырма вăраха тăсăлчĕ. Ăна пăхмасăр ял хуçалăхĕнче тăрăшакансем йывăрлăхсене çĕнтерме пултарчĕç.

Кĕрхи культурăсене 4900 гектар никĕсе хывнă. Шел пулин те, 2390-шĕ çеç хĕл лайăх каçнă. Çавăнпа пĕтнĕ лаптăксене çĕнетме тивнĕ. Çуркунне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 15160 гектар акнă. Унсăр пуçне çĕр улми – 5173, пахча çимĕç – 592, сахăр кăшманĕ – 1020, кукуруза – 514, пĕр çул ÿсекен курăксем – 2605, сухан вăрлăхĕ 568 гектар йышăннă. Тĕш тырă лаптăкĕн – 26, çĕр улмин 11 процентне элита вăрлăхсем хывнă. Акана ăнăçлă тата кĕске вăхăтра ирттернĕ теме май пур. Çавăн пекех тухăçа ÿстерес тесе минераллă удобренисемпе, гербицидсемпе усă курнă.

Çу каçипе тăрăшса ĕçленине тата технологине пăхăннине, тивĕçлĕ мероприятисене вăхăтра ирттернине кура кăçалхи çулшăн тухăç аван. Тырă пурĕ 34365 тонна (пĕр гектартан кĕлет виçипе 23 центнер), “иккĕмĕш çăкăр”– 96217 (189 центнер), пахча çимĕç 20650 тонна пухса илнĕ. Чи пысăк кăтарту “Малалла”, “Исток”, “Батыревский”, “Красное знамя”, “Звезда”, “Корма”, “Труд”, “Первомайск”, “Тойсинская” хуçалăхсен, улма-çырла питомникĕн, Л. Краснова, Е. Мартышкин, С. Халитова, Куликовсен, Ф. Чабатов фермерсен тата “Батыревский” апат-çимĕç комбиначĕн.

Пирĕн район тыр-пул туса илессипе республикăра иккĕмĕш вырăн йышăннă, çĕр улмипе вара – пĕрремĕш. Кунта “Батыревский” (8646 тонна пухса кĕртнĕ), “Красное знамя” (2800), “Исток” (2470), “Корма” (1359 тонна) хуçалăхсен кăтартăвĕсем уйрăмах курăмлă.

Республикăра çитĕнекен сахăр кăшманĕн 63 процентне Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ÿстереççĕ. “Исток” агрофирмăра тата Ш. Куликов фермер хуçалăхĕнче унăн лаптăкĕ уйрăмах пысăк.

Кăтартусем лайăххи механизаторсем хăйсене шаннă тивĕçе чунтан пурнăçланипе те çыхăннă. А. Патшин (“Исток”), Г. Ялуков (“Батыревский”), А. Чихин (Куликов фермер хуçалăхĕ), Д. Карнеев (“Жизнь”), Н. Чернов (“Красное знамя”), А. Васильев (“Труд”) трактористсене палăртса хăварма кăмăллă.

Район аталанăвĕнче выльăх-чĕрлĕх те тĕп вырăн йышăнать. Тăхăр уйăхра 3736 тонна аш-какай, 27 пин тонна сĕт туса илнĕ. “Южный” комплекс та лайăх ĕçлесе кайрĕ. Халь кунта сыснасен шучĕ 8000 ытла. Самăртма хупнисен талăкри ÿт хушаслăхĕ вăтамран 550 – 600 грампа танлашать.

Сывă выльăхран çеç тупăш кĕрет. Çакна тĕпе хурса ветеринарсем тĕрлĕ чир-чĕр аталанасран сыхă тăраççĕ, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра ирттереççĕ.

Лайăхрах, тухăçлăрах, сахал тăкакпа, энергие перекетлекен технологипе ĕçлес тесен машинăпа трактор паркне те çĕнетсех тăмалла. Кăçал çеç 55 млн тенкĕлĕх 57 ял хуçалăх техники туяннă. 3000 тонна çĕр улми кĕрекен хранилище тунă. Çитес вăхăтра тата иккĕ хута каймалла.

Ял хуçалăх продукцине тирпейлекенсен те уяв кĕрекинче саркаланмалăх пур. “Батыревский” апат-çимĕç комбиначĕ, райпон “Союз” пĕрлешĕвĕ, Грачевсен, Владимировсен, Мухутдиновăн çăкăр пĕçерекен пекарьнисем тата ыттисем те ĕç калăпăшне çуллен ÿстереççĕ, ассортимента пуянлатаççĕ.

Улма-çырла питомникĕпе чăх-чĕп станцийĕн те кăтартусем начар мар. Питомник пан улмисен, çырласен тата ытти тĕмсен çĕнĕрен те çĕнĕ сорчĕсене сĕнет. Вĕсене хамăр республикăран кăна мар, ют регионсенчен те килсе туянаççĕ.

Чăх-чĕп ĕрчетекен станци 112 пин кайăк-кĕшĕк сутнă, унтан 77 пинĕ – кăвакалпа хурсем.

Савăнăçлă пухура Н. Глухов районăн пурнăçĕ, аталанăвĕ, малашлăхĕ пирки чарăнса тăчĕ. Чăнах та, Юхмапа Пăла тăрăхĕн сăн-сăпачĕ çуллен улшăнса, хитреленсе пырать. Ача сачĕсемпе шкулсем, нумай хваттерлĕ çуртсем çĕкленеççĕ. Кашни килте тенĕ пекех газпа ăшăнаççĕ. Çăмăл машинăсен шучĕ те ÿсет. Эпир пурăнакан тăрăхра пурнăç лайăхланса пынине мăшăрланакансем, ача çураласси нумайланни те çирĕплетет. Çул пуçланнăранпа кăна Мендельсон маршĕ 200 ытла çемьешĕн янăранă, 400 яхăн пепке çут тĕнчене килнĕ.

Уяв парнесемсĕр иртместех. Хальхинче те ĕçре маттуррисене, палăрнисене Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин, район администрацийĕн Хисеп грамотисене пачĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика