Норваш-Шигалинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Деверинская парнисемшĕн

17 октября 2012 г.

Первомайскинче хамăр ентеш, тĕнче класлă спорт мастерĕ Александра Деверинская парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ çăмăл атлетика кросĕ иртрĕ. Чупăва хутшăнакансене район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Первомайски ял тăрăхĕн ертÿçи В. Секретов, Шупашкарти кооператив институчĕн проректорĕ А. Автономов, Афинăри олимпиадăн кĕмĕл призерĕ, утас енĕпе тĕнче, Европа, СССР рекордсменки О. Иванова, çăмăл атлетикăпа тĕнче класлă спорт мастерĕ, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Ф. Краснова, республикăри çăмăл атлетика федерацийĕн вице-президенчĕ В. Краснов тата хăй – 5 километра утса тĕнче, Европа, СССР шайĕнче мала тухнă А. Деверинская саламларĕç.

Районта çулленех 80 ытла спорт мероприятийĕ иртет. Вĕсенчен 25 ăмăртăвĕ – паллă çынсен ячĕсемпе çыхăннăскерсем. Александра Тимофеевнана халалланă кросра 3 дистанцире 13 ушкăн старта тăчĕ, тĕрлĕ çулти 500 ытла çăмăл атлет 25 командăра ăмăртрĕ. Хăйсен ÿсĕмĕсенче К. Протасова (Первомайскинчи вăтам шкул), К. Карзаков (Ишлĕ), А. Семенова (Аслă Чемен, олимп резервĕсен училищи), А. Кадушкин (Аслă Чемен), И. Петрова (Нăрваш Шăхаль, олимп резервĕсен училищи), Ж. Плотников, С. Арсентьев (кооператив институчĕ), П. Макаров (Шăхач ял тăрăхĕ), А. Давыдов (Комсомольски районĕ), Г. Федоров (Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕ), Л. Елимова (Çĕньял ял тăрăхĕ), П. Лаврентьева (Нăр-ваш Шăхаль ял тăрăхĕ), Е. Шашкина (Первомайски ял тăрăхĕ) пĕрремĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Ял тăрăхĕсен командисенчен мала Нăрваш Шăхальсем, иккĕмĕшне Аслă Чеменсем, виççĕмĕш вырăна Шăхачсем тухрĕç.

Çĕнтерÿçĕсем кооператив институчĕ, Патăрьел ентешлĕхĕ, район администрацийĕ, “Паттăр” спорт шкулĕ çирĕплетнĕ дипломсемпе парнесене тивĕçрĕç.

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429361 Чувашская Республика Батыревский район с.Норваш-Шигали, ул.Главной дороги, д.8
Телефон: 8(83532) 68-0-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика