Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта пултаруллă педагогсем сахал мар. Акă, Л. Потапова ачасене 40 çула яхăн математика предметне вĕрентет. Унăн тĕп тĕллевĕ – çитĕнекен ăрăва хăй тĕллĕн шухăшлама хăнăхтарасси. Çа-кăнта, паллах, педагогăн предмета тарăн пĕлни, ăна ачасем патне кирлĕ пек çитерни. 1978 çулта Чăваш патшалăх университечĕн дипломне илнĕ çамрăк хĕре пирĕн района янă. Шăпах çак вăхăтра Нăрваш Шăхалĕнче математика учителĕ кирлĕ пулнă. Мал ĕмĕтлĕскер нумай шутласа тăман, сĕнÿпе килĕшнĕ. Паян кунчченех унта вăй хурать Леонина Вениаминовна. Шкул администрацийĕ çамрăкăн тăрăшулăхне кура тепĕр çулхинех 5-мĕш класс ертÿçи пулма çирĕплетнĕ. Унтанпа 34 çул иртрĕ. Класпа ĕçлесси мĕн тери яваплă пулнине вĕрентекенсемсĕр пуçне пурте ăнлансах та каймаççĕ пулĕ-ха. Ачасемпе пĕр чĕлхе тупма пĕлни, ашшĕ-амăшĕпе тачă çыхăну тытни, çитĕнекен ăрăва пурнăç условине кура тĕрĕс çул суйласа илме хăнăхтарни, сывлăх çыншăн чи хаклине ĕнентерни кирлех унта. Унăн класĕсенчисем пурте тенĕ пекех спорт секцийĕсене çÿреççĕ. Леонина Вениаминовна хăй те вĕсемпе пĕрле çуран, йĕлтĕрпе чупса сывлăхне çирĕплетет, ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Пултаруллă хĕре Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Геннадий Иванович кăмăллать. Пĕр çемье çавăрса килĕшÿре пурăнаççĕ. Эпĕ 41 çул çак шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлерĕм. Çавах Леонина Вениаминовна пек класс ертÿçи курман тесен те йăнăш пулмĕ. Вăл класшăн тăрăшни, кирлĕ пулсан уроксем хыççăн юлса хăвăрт ăнкарса илейменнисемпе хушма занятисем ирттерни, ачасене спорт секцийĕсене çÿреме хистени çĕре ÿкмест. Вĕсен класĕнче çурри ытла шкулти чи пултаруллă спортсменсемччĕ, паянхи кун та çаплах. Эпир пĕр-пĕрин мероприятийĕсене нихăçан та чăрмантарман, ăнланса ĕçленĕ. Класс ертÿçи секцисенче спорт вăрттăнлăхĕсене алла илекенсене хавхалантарса пынă. Çакнашкал ачасем вĕренÿре те лайăх паллăсемпе савăнтараççĕ, аттестат илнĕ хыççăн институтсемпе техникумсене çул тытаççĕ. Акă, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче пурнăçăн анлă çулĕ çине тухнисенчен тĕнче чемпионачĕсене хутшăнакансем те пулчĕç. Австри çĕр-шывĕнче пулса иртнине М. Филиппова çитрĕ. Марина спорт мастерĕн кандидачĕ. О. Терентьева велосипедистка тĕнче шайĕнчи ăмăртусен çĕнтерÿçи– спорт мастерĕн кандидачĕ. А. Михайлова та Раççей чемпионки. А. Матвеев Раççей шайĕнчи ăмăртусен призерĕ, спорт мастерĕн кандидачĕ. М. Камасова йывăр атлетикăпа республика чемпионки. Д. Лаврентьев республика шайĕнчи ăмăртусен призерĕ, пĕрремĕш разрядлă кĕрешÿçĕ. А. Пав-лов та çавах. М. Григорьева шкулти чи пултаруллă йĕлтĕрçĕ. Çаксенчен пиллĕкĕшĕ – М. Филипповапа А. Матвеев–Санкт Петербургри, А. Михайлова Мускаври, Д. Лаврентьев, М. Григорьева Шупашкарти аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ. Çакă чăн-чăн пысăк çитĕнÿ мар-и вара; Кунта Леонина Вениаминовнан тÿпи те çителĕклех. Çавăнпа унăн ĕçне республикăри вĕ-рентÿ министерстви Хисеп грамотипе хакланă та ĕнтĕ. |